Вăрмар тăрăхĕнче РСФСР тата ЧАССР халăх артисткин Нина Михайловна Яковлевăн 85 çулхи юбилейне анлăн паллă турăмăр.
Ялсенчи Культура çурчĕсенче халăх артисткине халалласа концерт-очерксем, музейсемпе библиотекăсенче куравсем иртрĕç. Пысăк Енккассинчи Культура çуртĕнчи историпе таврапĕлÿ музейĕнче тата ял библиотекинче «Театр валли çуралнă» стендсем тата куравсем йĕркеленĕ. Кунта Нина Яковлевăн тĕрлĕ рольсенчи сăнÿкерчĕкĕсене, хаçатри материалсене, унăн пултарулăхне халалланă кĕнекесемпе журналсене кăтартнă. Çакăнтах театр ĕçченĕсен комментарийĕсенчен, хаçатсенчи статьясенчен тăракан ятарлă папка та упранать. Çак кунсенче Нина Михайловнăн тăван ялĕнче Чăваш Наци телевиденийĕн ÿкерÿ ушкăнĕ те пулнă. Чăваш Наци телевиденийĕн аслă редакторĕ Алексей Зотиков Пысăк Енккасси ялĕнче пурăнакансенчен Клавдия Романовăран, Ираида Григорьевăран, Николай Гавриловран интервью илнĕ. Хăнасем пулас çăлтăр хăйĕн ачалăхĕпе çамрăклăхне ирттернĕ вырăнсене ÿкерсе илнĕ. Тĕлпулу Пысăк Енккассинчи Культура çуртĕнче малалла тăсăлнă. Шăпах çакăнта Нина, ун чухне Филиппова хушаматлă пулнăскер, ялти шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Ираида Петрова ертсе пынипе хăйĕн пĕрремĕш ролĕсене вылянă. Çавăн пекех Пысăк Енккассинчи территори пайĕн администрацийĕнче те пулнă телевидени ĕçченĕсем. Кунта вĕсене территори пайĕн начальникĕ Ольга Михайлова кĕтсе илнĕ.
«Пирĕн Нина» /çапла чĕнеççĕ ăна ентешĕсем\ тăван яла час-часах килсе çÿрет, тĕлпулусем йĕркелет. Кунта ăна юратаççĕ, унăн пултарулăхне чăннипех те хакласа хавхаланаççĕ. Хăйĕн юбилейĕсене паллă тума яланах «Еник» халăх фольклор ансамбльне йыхравлать Нина Михайловна. Ку хутĕнче те Вăрмарти тĕп сцена çинчен юбилярăн юратнă юррисене шăрантарнă коллектив. Вăрмарти Культура çуртĕнче юратнă артисткăн юбилей каçĕ иртнĕ. Уява пухăннисем пурте сумлă хăнана çирĕп сывлăх, пултарулăхра ÿсĕмсем тума сунчĕç. Сцена çинчен паллă ентешĕмĕре Чăваш патшалăх академи драма театрĕн директорĕ Елена Николаева, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, республикăн паллă патшалăх деятелĕ Герольд Алексеев, нумай çул районти культура пайĕн заведующийĕ пулса ĕçленĕ Юрий Максимов, Пысăк Енккассинчи территори пайĕн начальникĕ Ольга Михайлова саламланă, чăваш сценине чунтан парăннăшăн тав тунă. Куракансем çак кун Чăваш патшалăх академи драма театрĕн çĕнĕ комедине — Нина Яковлева вылякан спектакле курса савăнчĕç.
Нина Яковлева — чăваш сценин чăн-чăн легенди. Ĕмĕр тăршшĕпех вăл пире профессири ăсталăхĕпе тыткăнлать. Трагедире е комедире те, тĕрлĕ ÿсĕмри, тĕрлĕ наци çыннисене — пур роле те ăста сăнарлать.
Юбилей каçĕ актрисăн пултарулăхĕпе хавхаланса пурăнакансемшĕн пысăк уяв пулчĕ.
Николай ГАВРИЛОВ, Ольга МИХАЙЛОВА
