Вăрмарти халăх историпе таврапĕлÿ музейĕ çумĕнчи «Тăван кил – тăван ен» литературăпа таврапĕлÿ клубĕн членĕсем тăтăшах пĕр-пĕринпе тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яваççĕ, çĕнĕ кăларăмсене хаклаççĕ, юбилярсене чысласси те кунта ют мар. Акă çак кунсенче çакăн пек пĕлтерĕшлĕ тепĕр пулăм пулчĕ – кунта чăваш таврапĕлÿçисен Вăрмарти уйрăмĕн председательне Ю.П.Петров-Сантус-Арана 70 çулхи юбилейпе саламларĕç.
Юрий Петрович пултаруллă педагог, талантлă çыравçă, таврапĕлÿçĕ. Вăл Раççей писателĕсен, Чăваш Республикинчи писательсен Союзĕсен, Наукăпа искусствăн Чăваш наци академийĕн чăн членĕ, «РСФСР халăха çутта кăларас ĕçĕн отличникĕ», «Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ» ятсене тивĕçнĕ, нумай литература премийĕн лауреачĕ. Мероприятие йĕркелесе ертсе пыракан музей экскурсовочĕ Г.Корытникова, çакăн çинчен аса илтернĕ май, юбилярăн биографийĕ çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
Юрий Петрович 1955 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче Арапуç ялĕнче «Путь Ильича» колхозри хурт-хăмăр ăстин Галина Николаевнăн тата çак хуçалăхри водителĕн, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕн Петр Петрович Петровсен çемйинче кун çути курнă. Ялти 8 класс вĕренмелли шкула пĕтерсен, пĕлĕвне Вăрмарти 1-мĕш вăтам шкулта тăснă, ун хыççăн çар ретне тăнă, тивĕçне малтан Оренбург хулинче, унтан Германири Совет çарĕсен ушкăнĕнче пурнăçланă. Çартан таврăнсан, ачаранах тем тепĕр ăсталама юратаканскер, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн художествăпа графика факультетне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен тăван тăрăха таврăнса хăй малтан пĕтернĕ Вăрмарти 1-мĕш шкулта рисованипе черчени урокĕсене ертсе пынă, тавра ен историйĕпе кăсăкланаканскер кунта çамрăк туристсен кружокне йĕркеленĕ. Çамрăк таврапĕлÿçĕсем ун чухне республикăри слетра ял шкулĕсен командисем хушшинче пĕрремĕшсем пулнă.
Пултаруллă педагога часах Шупашкарта та асăрхаççĕ, учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра ÿнер искусствипе черчени пÿлĕмĕн заведующийĕ пулма çирĕплетеççĕ. Нумай çĕнĕлĕхсем кĕртет кунта Юрий Петрович. Вăл тăрăшнипе асăннă предметсене республикăра çĕнĕ программăпа вĕрентме тытăнаççĕ, тĕрлĕ облаçсенчи учительсен курсĕсене Шупашкарта йĕркелесе ирттересси те унăн пуçарăвĕнчен пуçланнă. Республикăри, кÿршĕ регионсенчи шкулсенче чăваш кабинечĕсене çĕнĕ дизайнпа тăвас тĕлĕшпе те унăн тÿпи пысăк. Çакна та палăртмалла – 2014 çулта Сочире иртнĕ Олимпиада валли объектсем тунă чухне те вăл хăйне ăста дизайнер пулнине кăтартса панă.
Юлашки çулсенче вара юбиляр Ю.Петров-Сантус-Ара псевдонимпа литература анинче палăрчĕ. Унăн сăввисемпе очеркĕсем «Хĕрлĕ ялав» хаçатра та, ытти кăларăмсенче те кун çути кураççĕ. Вăл «Ырă çеç тăвасчĕ», «Пурнăç кустăрми» тата ытти кĕнекесен авторĕ, сăввисем чăваш наци радиовĕпе те янăраççĕ. Çавăнпа та нумай енлĕ талантлă çынна юбилей ячĕпе чыслама чылай çын килнишĕн тĕлĕнмелли çук ĕнтĕ. Чи малтан ăна Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ О.Кошельков, администрацин культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ А.Краснов, «Защитники Отечества» фондăн Вăрмарти уйрăмĕн социаллă координаторĕ Т.Шигильдеева саламларĕç, муниципаллă округ пуçлăхĕн Хисеп грамотине пачĕç. Арапуçсем те айккинче юлмарĕç - территори пайĕн начальникĕ Е.Спиридонов, çывăх пĕлĕшĕсем ырă сăмахсем каласа парнесемпе чысларĕç.
Шупашкар хăнисем те чысларĕç. «Союз ветеранов Группы Советских войск в Германии и странах Варшавского Договора ЧР» обществăлла организацин председателĕн заместителĕ А.Кудряшов, штаб начальникĕ Н.Яловенко, союз членĕ В.Владимиров организаци ячĕпе Хисеп хучĕ парса «80 лет Победы в ВОВ» медальпе наградăларĕç. Чăваш кинематографĕсен ертÿçи О.Цыпленков та юбиляр ĕçĕ-хĕлне ырăпа хакларĕ. Чăваш Республикинчи писательсен Союзĕн правленийĕ ячĕпе унăн председателĕн заместителĕ В.Лаврентьев Чăваш халăх писателĕн Юхма Мишшин саламне вуласа пачĕ, Союзăн Хисеп хутне пачĕ. Раççей писателĕсен Союзĕн правленийĕн председателĕн С.Василенкон салам сăмахĕсем юбиляршăн хăйĕншĕн те кĕтмен пулăм пулчĕ пулас – хумханнине пытармарĕ вăл. Ентеше Мускавра та пĕлни, унăн пултарулăхне çÿле хурса хаклани пурне те савăнтарчĕ.
Каярах вăрмарсем – çыравçăсемпе таврапĕлÿçĕсем – Н.Петрова, А.Иванов, А.Белова, Т.Дорофеева-Миро, Г.Эверсков, Н.Николаева-Таявась, Г.Матвеева, Г.Матвеев, Н.Гаврилов, С.Романова Юрий Петрович пултарулăхне çÿллĕ шая хурса малалла та тухăçлă ĕçлеме сунчĕç.
Владимир ТОЛМАТОВ
