VMTCpk3 Z6AnREwI5 a1IxJ2Y8cQvWKUlgZYguWMfn0R5SXP7 r0m92GWryMl89t2eOye8Vv37IkldBszabieWS4Ноябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Чăваш тĕррин кунне паллă тăваççĕ. Çак уяв умĕн шкул çулне çитмен ачасене — Чупайĕнчи ача сачĕн воспитанникĕсене — «Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕ» пултарулăх мастерскойне йыхравларăмăр.

Презентаци урлă ачасем уяв историйĕпе паллашрĕç, чăваш тĕрринчи кашни эреш, кашни тĕс мĕне пĕлтернине ăса хыврĕç. Вĕсем хут çинче ÿкернĕ чăваш тĕррин эрешĕсене тĕрлĕ тĕспе сăрласа илемлетрĕç, чăваш халăхĕн капăр тумĕсем тата чăваш тĕрри çинчен çырнă кĕнекесене уçса пăхрĕç. Чăваш халăх тĕрри илемлĕ кăна мар, унта пирĕн мăн асаттемĕрсен ăс-хакăлĕ те сăнарланать, унăн тĕлĕнмелле тĕнчипе паллашни ачасен чунĕсенче тарăн йĕр хăварчĕ.

Сăмаха май, Чупайĕнчи ача сачĕн воспитанникĕсем Чăваш тĕррин кунне халалланă «Чăваш тĕррин асамлăхĕ» онлайн-фотоакцине те тулли кăмăлпа хутшăнаççĕ. Акцие Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксен библиотеки йĕркеленĕ.

Вера ЛЕОНТЬЕВА, Чупайĕнчи библиотека заведующийĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика