Вăрмар округĕнчи чылай ялти пекех Пысăк Енккасси ялĕнче те — шкул çуртĕнче — ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшас тĕллевпе маскировка сеткисем çыхаççĕ. Ырă ĕçре Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем, вĕрентекенсем, ĕçлекенсем тата Пысăк Енккасси ялĕнче пурăнакансем хастарлăх кăтартаççĕ.
Нумай пулмасть вĕсем хатĕр маскировка сеткисен черетлĕ партине волонтерсем урлă парса янă. «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене пулăшу кÿресси — пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Эпир çыхнă маскировка сеткисем çĕршывăмăрăн мирлĕ пурнăçĕшĕн тата лăпкăлăхĕшĕн хăйсене шеллемен салтаксене упраса, сыхласа хăварасса шанатпăр», — теççĕ Çĕнтерĕве хăйсен тÿпине хывакан пысăкенккассисем.
Палăртмалла, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнăранпа 26 маскировка сетки çыхса пĕтернĕ вĕсем. Сетка çыхмалли материалне, никĕсне туянма ял халăхĕ укçи-тенкине активлă пуçтарать, ĕçне пурнăçлама та йышлăн хутшăнаççĕ. Вĕсем çыхнă маскировка сеткисем пирĕн салтаксене хăйсен тÿрĕ тивĕçне чыслăн пурнăçлама, вĕсен пурнăçне тата техникине хÿтĕлеме пулăшнине лайăх ăнланаççĕ.
Аврора ГРИГОРЬЕВА, Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта математикăпа информатика вĕрентекен
