Раççей сывлăх сыхлавĕн министрĕ Михаил Мурашко Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа икĕ енлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ĕçлĕ калаçу вăхăтĕнче пĕрлехи ĕçĕн кăтартăвĕсене, планĕсене сÿт­­­се явнă, çак шутра сывлăх сых­лавĕнчи медицина пулăшă­вĕн пахалăхне тата уççăнлăхне ÿстерме пулăшакан çĕнĕ масштаблă объектсен строительстви пирки те. Вĕсем «Вăрăм тата активлă пурнăç» çĕнĕ наци проекчĕ пурнăçланасси прогрессивлă пулнине палăрт­нă. Кăçал отрасль аталанăвне федераллă бюджетран 2,5 млрд, республика бюджетĕнчен 1,9 млрд тенкĕ уйăрнă.

Çавăн пекех республикăра 2024-2025 çулсенче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн мероприятийĕсене ăнăçлă пурнăçланине палăртнă. Çак тĕл­левпе бюджетран 6,5 млрд тенкĕ уйăрнă пулнă. Республика наци проектне туллин пурнăçлама пултарнă.

«Отрасль аталанăвĕнче эпир амбициозлă тĕллев­сем лартатпăр: медучрежденисене туллин çĕнетесси, онкоцентрсен, хĕрарăмсен консультацийĕсен, гериатри койкисен сетьне анлăлатасси. Санатори тата реабилитаци пулăшăвĕ çине тимлĕх уйăрăпăр, çак шутра çар ветеранĕсене пулăшасси çине те. Федераллă центрпа тачă çыхăнса ĕçлени Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн ăнăçлă аталăнăвне пысăк тÿпе хыв­малли никĕс. Михаил Альбертович Мурашкона пирĕн пуçарусене тимлĕх уйăрнăшăн, пулăшса пынăшăн тав тăватăп», - палăртнă Чă­ваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.

ЧР ПА пресс-служби

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика