IMG 1886Чылайăшĕ йывăç чÿречесемпе алăксене пластикрен тунисемпе улăштарчĕ. Пурте пластик çине куçса пĕтрĕç темелле, апла пулин те ку енĕпе çыхăннă производство малаллах аталанать, спрос та яланах пур.

«Паянхи кун эпир çынсен саккасĕсем тăрăх чÿречесемпе алăксем, балкон блокĕсем, лоджисем, тĕрлĕ тĕспе тĕрлĕ конструкцисем туса паратпăр. Клиентсем патне килсе хамăр виçсе каятпăр, хатĕр продукцине вырнаçтарса лартса хă­варатпăр», - тет Вăрмар тăрăхĕнче плас­тик чÿречесен производствине чылай çул тытса пыракан Сергей Анатольевич Петров /ÿкерчĕк çинче/ предприниматель.

Сергей Анатольевич Пинер ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех математика енĕпе вăйлă пулнă, кăткăс задачăсене шутлама юратнă. Ÿс­­се çитсен те, халĕ те пуçа ĕçлеттерме пĕл­ни пурнăçра пулăшса пырать ăна. Предпринимательлĕх ĕçне — плас­тикрен продукци туса хатĕрлекен производствăна вăл районта 2008 çулта пуçарса янă. Унччен маларах тă­ванĕсемпе, юлташĕсемпе Мускавра «Уютные окна» фирмăра пластик чÿречесем тунă çĕрте тăрăшнă, ĕç майне пĕл­се çитнĕ, çителĕклĕ опыт пухнă. Шутласан, шутласан çак ĕçе тăван тăрăхра хăй пуçарса яма шут тыт­нă. Пĕрре те йăнăшман. Паянхи кун Вăрмар тăрăхĕсĕр пуçне Чă­ваш Ен, Раççей шайĕнчи клиентсемпе çыхăнса ĕçлет.

IMG 1882Сергейăн ашшĕ Анатолий Николаевич Петров та пĕрле пулăшса пырать, ывăлĕ Сергей те студент пулнă май çуллахи каникулта тăрăшать производствăра. Официаллă майпа 3 çын ĕçлет цехра. Вĕсенчен пĕри Вячеслав Ильич Егоров /ÿкерчĕк çинче/. Çĕнĕ Кавал ялĕнчен вăл хăй. 8 çул ĕçлет Сергей Анатольевич патĕнче, опытлă специалист.

Бизнеса аталантарса пырса предприниматель автомашинăсем çумалли салон та уçнă 4 çул каялла, паянхи кун ăна та ăнăçлă ĕçлеттерет.

Пластик чÿречесем е алăксем саккас парса лартас тетĕр пулсан Вăрмар поселокĕнчи Киров урамĕнче 32-мĕш çуртри 2-мĕш корпурсри офиса килме пултаратăр. Тĕплĕнрех ыйтса пĕлмелли телефон номерĕ: 8-960-306-97-96.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика