Вăрмар райповĕн тытăмĕнче ĕçлекенсенчен чылайăшĕ кунта нумай çул, ĕмĕр тăршшĕпех вăй хурать. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă ĕçченсенчен пĕри — Аслă Чакри райпо лавккин заведующийĕ Эльвира Николаевна Николаева /сăн ÿкерчĕк çинче/.
Эльвира Николаевна 1970 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче Энĕшпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкула пĕтернĕ. Унтан Шупашкарти коопераци техникумĕнче сутуçăна вĕренсе алла диплом илнĕ те 1989 çулхи августăн 9-мĕшĕнчен тытăнса Аслă Чакри райпо лавккинче ĕçлеме пуçланă, малтан — сутуçăра, каярах — заведующинче. Çапла 36 çул ытла пĕр вырăнта, пĕр лавккара тăрăшать Эльвира Николаевна.
Кашни кун иртен пуçласа каçченех, вырсаникунсăр пуçне, ĕç вырăнĕнче вăл. Лавкки пысăках мар пулин те туянакансене мĕн кирли пĕтĕмпех пур кунта: апат-çимĕç продукцийĕ /ытларах хамăр тăрăхра, республикăра туса кăларнисем\, хуçалăхра, йăлара кирлĕ таварсем тата ытти те. Унсăр пуçне çынсем райпо лавкки урлă цемент, тырпул, чăх-чĕп те туянма пултараççĕ, райпо автомашини ку таварсене килех çитерсе парать.
Кашни кĕçнерникун вара Эльвира Николаевна пĕчĕк ялсене тухса çÿресе унта пурăнакансене куллен кирлĕ таварсемпе, апат-çимĕç продукцийĕпе тивĕçтерет. Чĕкету, Çитмĕш, Пăртас, Уйкас, Пĕчĕк Енккасси, Атнаш ял халăхĕ автолавкка килессе чăтăмсăррăн кĕтет, Эльвира Николаевна патне маларах шăнкăравласа хăйсене мĕн кирлине заказ та параççĕ çынсем.
«Юратса, кăмăлласа ĕçлетĕп райпо тытăмĕнче. Вăхăт иртни те сисĕнмест. Ĕç условийĕсем аван, лавккара ăшă, шыв кĕрет-тухать. Аслă çул хĕрринчех вырнаçнăран туянакансем йышлăн килеççĕ, вĕсене пахалăхлă таварпа тивĕçтеретпĕр», — тет Эльвира Николаевна. Нумай çул хастар ĕçленĕрен, ĕç планне тултарса пыма тăрăшнăран тĕрлĕ наградăсемпе чысланă ăна. Вĕсен хушшинче «Потребительсен кооперацийĕнче 25 çул лайăх ĕçленĕшĕн» знак, «Центросоюз. Раççейри потребительсен кооперацине 190 çул» юбилей медалĕ, Чăвашпотребсоюзăн, Вăрмар район администрацийĕн, Вăрмар райповĕн Хисеп грамотисем тата ытти те, çавăн пекех «Чăваш Республикин потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ» ята та тивĕçнĕ вăл.
Ирина ДАНИЛОВА
