Чăваш Республикинче пурăнакансен финанс хăрушсăрлăхĕ тата ултава хирĕç тăрасси, налук саккунĕсенчи улшăнусем, укçа-тенке перекетлемелли вăрăм сроклă программа, коммуналлă хытă каяшсене илсе тухас ĕçĕн пахалăхĕ, ачаллă çемьесене пулăшмалли мерăсем — юнкун Вăрмар муниципаллă округĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче çак тата ытти темăсене те сÿтсе яврĕç. Информаци ушкăнĕсем Вăрмарти, Аслă Чакри, Кĕлкешри территори пайĕсенче пулса халăхпа тĕлпулусем ирттерчĕç.
Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пынă ушкăн Вăрмар поселокĕнче ĕçлерĕ, Вăрмарти тĕп больницăн тата «Урмарытеплосеть» МУП коллективĕсемпе тĕл пулчĕ. Информушкăн ĕçне ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ Михаил Михайлов хутшăнчĕ.
Паянхи кун çынсен финанс хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕ çивĕч тăнăран калаçу çак темăран пуçланчĕ. 2025 çулхи 10 уйăх хушшинче регистрациленĕ 9108 преступленирен 4637-шне /50,9%\ информаципе телекоммуникаци технологийĕсемпе усă курса пурнăçланă. Халăха 869 миллион тенкĕлĕх шар кăтартнă. Ултавçăсем банк е ытти учрежденисен сотрудникĕсем пек пулса çынсен укçине хапсăнаççĕ, интернетра тавар сутнă е туяннă чухне те вĕсен аллине лекес хăрушлăх пысăк, инвестицисем урлă тупăш тăвас текенсем те улталанма пултараççĕ. Унсăр пуçне ултавçăсем çынсен паспорт даннăйĕсемпе усă курса кредит илеççĕ, интернетра хушма тупăш тума пулăшатпăр тесе улталаççĕ тата ытти те. Çавăнпа пурин те сыхă пулмалла, никама та нимĕнле код та каламалла мар, уйрăмах ачасен хурăшсăрлăхне куçран вĕçертмелле мар — вĕсем ултавçăсен серепине ним мар лекме пултараççĕ.
Налуксем пирки калас пулсан, вĕсене декабрĕн 1-мĕшĕччен тÿлесе татмалла. Анчах манмалла мар, граждансен хăш-пĕр категорийĕсем — нумай ачаллă çемьесем, СВО участникĕсем, ветерансемпе инвалидсем, пенсионерсем тата ыттисем те — çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ, çавăнпа налук саккунĕсене тимлесех тăмалла.
ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ Михаил Михайлов хальхи вăхăтра çĕршывра пурнăçланакан укçа-тенке перекетлемелли вăрăм сроклă программа /программа долгосрочных сбережений\ çинчен каласа пачĕ. Программа укçа-тенкĕ пуçтарса пыма тата тупăш илме пулăшать.
Тĕлпулусем вăхăтĕнче коммуналлă хытă каяшсене илсе тухас ĕç пирки те калаçрĕç. Вăрмар округĕнче ку тивĕçе «Водоканал» тулли мар яваплă обществăна шанса панă. РФ Правительствин постановленийĕпе килĕшÿллĕн, 2025 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен çÿп-çап пуçтармалли площадкăсене, контейнерсене йывăç-тĕм турачĕсене пăрахма чарнă, унсăрăн штраф тÿлеттерме пултараççĕ.
Ачаллă çемьесене пулăшас, ача çуралассине ÿстерес ыйту та тимлĕхсĕр юлмарĕ. Патшалăх ачаллă çемьесене яланах пулăшма хатĕр, вĕсене тĕрлĕ çăмăллăхсемпе тивĕçтерет. Ахальтен мар Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесен шучĕ çулсерен ÿссе пырать. 2012 çултанпа нумай ачаллă çемьесен шучĕ 2,7 хут ÿснĕ. Паянхи кун республикăра 23,0 пин нумай ачаллă çемье пурăнать. Вăрмар округĕнче нумай ачаллă çемьесене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿрессине Вăрмарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центр активлă пурнăçлать.
Тĕлпулу вăхăтĕнче ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ Михаил Михайлов вăрмарсене ырă хыпар пĕлтерчĕ.
Çитес тапхăрта Вăрмарти тĕп больница çумĕнче çĕнĕ корпусăн строительствине пурнăçлама палăртаççĕ. Хальхи вăхăтра проект докуменчĕсене хатĕрлеççĕ. Укçа-тенкин тĕп пайне федераци бюджетĕнчен уйăрса парĕç.
Ирина ДАНИЛОВА
