Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри II “1С технологисем: тухăçлă управлени, импорта хамăрăннипе улăштарасси, кадрсем хатĕрлесси» наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ.

Мероприятие ЧР Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, «1С» фирмăн /Мускав\, «Лидер софт-внедрени центрĕн» /Шупашкар/, «1С — Атăлçи» /Чулхула\ компанисен пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Асăннă форум «Даннăйсен экономики тата патшалăхăн цифра трансформацийĕ» наци проекчĕн тĕллевĕсемпе çыхăннă ыйтусене хускатать.

Чăваш Ене 13 регионтан 300 çын килнĕ. Вĕсем — Раççейри программăпа тивĕçтерекен паллă экспертсем, педагогсемпе методистсем, бизнеспа влаç çыннисем. Конференцие Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн заместителĕ Екатерина Грабко уçнă. Вăл çакăн пек форумсен пĕлтерĕшĕ пысăккине, кунта 1С технологисене тĕрлĕ сферăра усă курас енĕпе пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май пуррине палăртнă. Çавăн пекех форумра ИТ-отрасль ĕçченĕсене пулăшу памалли мерăсем, кадрсем хатĕр­лесси, ĕç паракансемпе вĕрентÿ заведенийĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси пирки сăмах пуçарнă.

Форума пухăннисем темиçе çул-йĕрпе йĕркеленĕ тĕрлĕ площадкăсенче ĕçленĕ. Студентсемпе шкул ачисем валли ИТ-квиз енĕпе ăсталăх сехечĕсем ирттернĕ. Çакна та аса илтеретпĕр: кăшт маларах Шупашкарта информаци технологийĕсен сферин Атăл тăрăхĕнчи сумлă форумĕ — вуннăмĕш «Кĕркунне-2025» конференци — иртнĕччĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика