photo 2025 11 17 11 44 23Иртнĕ шăматкун Тикаш ялĕнче пурăнакансем Кĕлеçырми юханшывĕ урлă каçмалли кĕпере юсарĕç, çак тĕллевпе субботнике тухрĕç.

Тикаш ялĕн тухăç тата анăç пайĕсене сыпăнтаракан кĕпере юсама хистекенĕ контейнерсенчи ăпăр-тапăра тиесе каякан автомашина çак кĕпер урлă каçма килĕшменни пулнă. Хамăрăн ял машинисем йывăрлăхсăрах каçнă пулин те.

Субботнике тухса кĕперĕн йывăçран тунă сарăмне юсама чылайăшĕ килĕшрĕç. Апла пулин те хăшĕсем харпăр хăйĕн тепĕр куна хăварма май пур ĕçĕсене мала хурса обществăлла ĕçе хутшăнмарĕç.

Çапла пĕр чăмăра пухăнса туслăн ĕçлесен кăнтăрла тĕлне юсаса çĕнетнĕ кĕпер автомашинăсем иртсе çÿремешкĕн хатĕр пулчĕ. Палăртсах калатăп, çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ ĕçе пĕрле пухăнса тăрăшнипе кăна пурнăçлама пулать. Çавăнпа та субботнике хутшăннă кашни ял çыннине тав! Субботникре пиччĕшĕпе шăллĕ Петр Анатольевичпа Олег Анатольевич Ивановсем, Петр Васильевич Филиппов, Геннадий Иванович Филиппов, Олег Павлович Александров, Владимир Ильич Ильин, Николай Иванович Иванов, Валерий Иванович Нарсов, Тикаш ял старости Николай Анатольевич Иванов активлă хутшăннă.

Тепĕр хутчен пысăк тав субботнике хутшăнакансене, пĕрлехи вăйпа эпир ялшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тума пултаратпăр. Халĕ кĕпер урлă пысăк тиевлĕ автомашинăсем те шикленмесĕрех каçаççĕ.

Валерий НАРСОВ, Тикашри территори пайĕн начальникĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика