photo 2025 11 18 09 32 21Ноябрĕн 12-мĕшĕнче паллă тă­вакан уяв «Кăсăя кунĕ» Раççейре темиçе çул каяллах çуралнă.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, шăпах çак кун сырăшсене юсаса çакнă, хĕл каçакан ка­йăксем валли апат-çимĕç хатĕрленĕ. Ла­йăх çитернă кăсăя ырăлăха тавăрĕ, кил-çурта сиенрен хăтарĕ тесе шутланă. Карăкçырми ялĕн­чи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕн­че кайăксен пурнăçĕ, вĕсен йăлисем, ка­йăксем çутçанталăкшăн мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен вĕрентÿллĕ калаçу иртрĕ. Ачасем сăвăсем, кĕске калавсем итлерĕç, плас­тилинран кăсăя йăваларĕç, вăйăсем те вылярĕç. Уçăлма тухсан вара ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле хатĕрленĕ сырăшсене йывăç тураттисем çине çакрĕç. Çакăн пек мероприятисем ачасенче ырă кăмăл-туйăм çуратаççĕ кăна мар, вĕсене тимлĕ, яваплă пулма, çутçанталăка хисеплеме вĕрентеççĕ.

Надежда Александрова, Ирина Львова, воспитательсем.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика