Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх службин аслă лейтенанчĕ А.Н. Николаев ячĕллĕ Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта кĕçĕн классен эрни пулса иртрĕ. Унăн программи тĕрлĕ енлĕ мероприятисемпе пуян пулчĕ: викторинăсем, конкурссем, вăйă-уроксем, хаваслă эстафета, сырăшсен куравĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕнче ĕçлĕ шăв-шав, хĕвĕшÿ хуçаланчĕ.
Шкулти кĕçĕн классен вĕрентекенĕсем хăйсен пултарулăхне, ачасене тĕрлĕ ĕçсене явăçтарма пĕлнине, кашни мероприятине тĕплĕн хатĕрленсе ирттернине аван кăтартрĕç. Вĕренекенсем мероприятисенче тĕрлĕ предметсемпе илнĕ пĕлÿпе усă курма пĕлни, çутçанталăка юратни, спортпа туслă пулни, тупăшусенче пĕр-пĕрне пулăшни вĕсен вĕрентекенĕсен кăмăлне кайрĕ. Ачасен куçĕсем савăнăçпа çиçни, телейлĕ кулли — çакă вăл вĕрентекенсен ĕçне хаклакан кăтарту паллисем, чăн телейлĕ самантсем. Кашни кун ирттернĕ ĕçсем çинчен шкул сайтĕнче, кашни класăн чатĕнче паллашма май пулни ашшĕ-амăшĕсемпе тачă çыхăну тытнине лайăх кăтартса пачĕ. Вĕсем ачасене те, вĕрентекенсене те ыр сăмахсемпе хавхалантарса пычĕç. /Сăмах май, ашшĕ-амăшĕсене эрне тăршшĕпех ачасемпе тата вĕрентекенсемпе пĕрле пулнăшăн, пулăшнăшăн пысăк тав/.
Ачасем тĕрлĕ конкурссенче тупăшнине хакласа линейкăра пĕтĕмлетÿ турăмăр. Вĕренекенсем грамотăсем, дипломсем, тав çырăвĕсем илсе питĕ кăмăллă пулчĕç. Вĕсене предмет эрни килĕшни, нумай çĕнĕ пĕлÿ пани, нумайлăха асра юлни çинчен пĕлтерчĕç. Ачасене вĕрентекенсем татах хастартарах пулма кирли çинчен каларĕç, çитес эрнере те тĕрлĕ кăткăс ĕçсем кĕтессе пĕлтерчĕç. Амăшĕсен кунĕ çывхарать-çке! Вăл куна тивĕçлĕн кĕтсе илес тесен юратнă аннесем валли парнесем хатĕрлемеллине, саламлă уяв концерчĕ ирттермеллине аса илтерчĕç.
Надежда НИКОЛАЕВА, шкулти кĕçĕн классен вĕрентекенĕсен пĕрлешĕвĕн руководителĕ
