Çулсерен ноябрĕн 30-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх гербĕн кунне паллă тăватпăр. Герб, Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕпе тата Раççей федерацийĕн Патшалăх гимнĕпе танах, Раççей Федерацийĕн официаллă патшалăх символĕ шутланать.

Раççей Патшалăх гербĕн историйĕ пуян, унăн тымарĕсем аваллăхах каяççĕ. Чи малтан çĕршыв гербĕ çинче икĕ пуçлă ăмăрткайăк пулассине III Иван патша йышăннă. 1547 çулта IV Иван патша çĕнĕ герб çирĕп­летнĕ — унта тухăç тата анăç символĕсене пĕрлештерекен икĕ пуçлă ăмăрткайăк сăнланнă. Çак сăн паянхи кунчченех упранса юлнă. XVIII ĕмĕрте I Петĕр патша герб çумне çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсене палăртакан щитсем хушнă.

Раççейĕн хальхи Патшалăх гербне 1993 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Вăл Раççей историйĕпе культури ăруран ăрăва куçса пынине палăртать.

Патшалăх гербĕн никĕсĕ çинче федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен — министерствăсемпе ведомствăсен — эмблемисене хатĕрленĕ. Герб патшалăха тата патшалăх влаçне палăртакан знак.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика