Шупашкарта «Аталанăвăн демографи векторĕ: çемьесене пулăшасси тата ача çуралассине стимул парасси» темăпа стратеги сессийĕ иртнĕ. Регионти демографи лару-тăрăвне лайăхлатмалли утăмсене палăртас тĕллевпе влаç, бизнес, обществăлла организацисен, медицина, вĕрентÿ представителĕсем пĕр лапамра пухăннă.
«Пирĕн тĕп задача — республикăра пурăнакансен шутне чакармалла мар, çавăнпа, пĕрремĕшĕнчен, халăх республикăрах пурăнма юлтăр тесе тăрăшмалла, шкул выпускникĕсене регионтах вĕренме тата пурăнма условисемпе тивĕçтермелле. Юлашки çулсенче шкул выпускникĕсенчен 80 проценчĕ пирĕн аслă шкулсемпе техникумсене суйлать тата кунтах ĕçлеме юлать, çемьеленет. Иккĕмĕшĕнчен, ача çуралассине стимул памалла. Çамрăксен ĕçпе çемье хушшинче суйламалла ан пултăр. Çемьере ача çуралсан патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелле», — палăртнă стратеги сессийĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Сесси ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, «демографи йышăнăвĕсен банкне» — регион программисене кĕртмелли стратегиллĕ пуçарусен пуххине — йĕркелеççĕ. Чи лайăх проектсене республика шайĕнче йышăнса 2026 çулта пурнăçлама тытăнĕç. Çапла майпа ача çуралассин шайĕ ÿсессе, кашни çемье пурнăçри тĕрлĕ тапхăрсенче патшалăх пулăшăвне туйса тăтăр тесе условисем йĕркеленессе кĕтеççĕ.
ЧР ПА пресс-служби
