photo 2025 11 24 13 29 40Çулсерен ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче Раççейре Амăшĕн кунне уявлаççĕ. Кăçал çак пĕлтерĕшлĕ куна ноябрĕн 30-мĕшĕнче паллă тăватпăр.

Мĕн ĕмĕртен хĕрарăм сăнарне эпир амăшĕн, кил хуçи хĕрарăмĕн сăнарĕпе çыхăнтаратпăр. Хальхи саманара вара хĕрарăмсем ĕçлесе хăйсен пурнăçне ку е вăл сферăна та халаллама пултараççĕ. Паллах, унта та, кунта та ĕлкĕрсе пĕтĕм çĕртех ăнăçуллă пулма çăмăл мар, анчах, ĕненсемĕр, хальхи хĕрарăмсем пурнăçпа тан утма пĕлеççĕ. Паянхи статьяра сире шăпах та çакăн пек хĕрарăмпа паллаштаратпăр. Вăл юратакан амăшĕ, шанчăклă мăшăр тата хăйĕн ĕçĕнче пултаруллă специалист.

Татьяна Николаевна Григорьева 1980 çулхи июнĕн 18-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿснĕ, Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула пĕтернĕ. Унтан Мускав патшалăх социаллă университетĕнче вĕренсе экономист профессине алла илнĕ. 25 çул Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта вăй хурать: малтан çак учрежденинче бухгалтерта ĕçленĕ, 2011 çултанпа вара — директорăн заместителĕ пулса тăрăшать.

«Татьяна Николаевнăн ĕçĕ яваплă та тĕрлĕ енлĕ. Вăл ĕçчен, пысăк культурăллă, ырă чун-чĕреллĕ çын, хăйĕн тивĕçĕсене яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултарать», — тет ун пирки ырласа Центр директорĕ Жанна Николаевна Дмитриева. Учрежденин йĕркелÿ ĕçĕ-хĕлне пурнăçламалла-и, структурăллă уйрăмсен ĕçне тимлемелле-и, урăх ведомствăсемпе çыхăну тытмалла-и — Татьяна Николаевнăна ку ĕçсене пĕр иккĕленÿсĕр шанса пама пулать. Палăртмалла, вăл учрежденин структурăллă 6 уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлне йĕркелет, вĕсенче çулталăкне 10 пине яхăн çынна пулăшу кÿреççĕ.

Унсăр пуçне Татьяна Николаевна ертсе пынипе тата хутшăннипе Вăрмар округĕнчи çемьесене, ачасене, ашшĕ-амăшĕсене, ватăсемпе сусăрсене пулăшмалли тĕрлĕ социаллă проектсемпе программăсем хута каяççĕ, клубсемпе кружоксем ĕçлеççĕ, мобильлĕ бригада, участоксенчи социаллă служба хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ, учреждени çумĕнче «Нумай функциллĕ çемье центрĕ» тата «Манăн социаллă центр» ĕçлеме тытăннă. «Кĕмĕл» ÿсĕмри волонтерсемпе те ĕçлет вăл, хăй те активлă волонтер пулнипе палăрса тăрать, çавăн пекех çамрăк специалистсен наставникĕ те.

Ĕçне кура — хисепĕ. Халăха социаллă пулăшу кÿрес тытăмра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Татьяна Николаевнăна РФ Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин Тав хучĕпе, ЧР Пуçлăхĕн Тав хучĕпе, ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин Хисеп грамотипе тата Тав хучĕпе, Вăрмар район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата ытти наградăсемпе те чысланă. Кăçал вара Татьяна Николаевна «Чăваш Республикин халăха социаллă хÿтлĕх паракан тытăмăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята илме тивĕçнĕ.

Пĕр енчен шутласан, яваплă ĕç çемьепе ачасене тимлĕх уйăрма вăхăт хăвармасть те пек, анчах ку сăмахсем Татьяна Николаевна пирки мар. Çемье уншăн малти вырăнта. Мăшăрĕпе Юрий Николаевич Григорьевпа /вăл «Урмарытеплосеть» предприятинче тĕп инженерта ĕçлет/ 25 çул пĕрле пурăнаççĕ вĕсем, кăçалхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче кĕмĕл туйне паллă тунă.

Виçĕ ачана — пĕр ывăлпа икĕ хĕре — кун çути парнеленĕ Григорьевсем. 24-ри Максим И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн электроэнергетикăпа электротехника факультетĕнче вĕренсе бакалавриатпа магистратура пĕтернĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарти коопераци институтĕнче аспирантурăра отрасльсен экономики енĕпе пĕлÿ илет. Ура çинче çирĕп тăрать вăл, ĕçлет, пушă вăхăтра футболла выляма кăмăллать.

20-ри Кристина И.Н. Ульянов ячĕл­лĕ Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетĕнче ăс пухать, 3-мĕш курс студентки. 12-ри Ирина вара Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта 6 «В» класра вĕренет, шкулти волейбол секцине çÿрет.

Татьяна Николаевна тăван кил-çурт вучахне, çемье çирĕплĕхне, ырă лару-тăрăва, туслă хутшăнусене упрассишĕн, ачисен телейĕшĕн, вĕсене тĕрĕс воспитани парассишĕн чунтан тăрăшать. «Пушă вăхăт тупăнсанах пурте пĕрле пуçтарăнса пулла каятпăр эпир, вăрмана кăмпа татма çÿретпĕр, пахча ĕçĕсене те пĕрле пурнăçлатпăр. Тĕрлĕ хуласене, интереслĕ вырăнсене кайса курасси те пирĕн çемьере йăлана кĕнĕ. Шупашкара та çитсе килетпĕр, Хусанта, Йошкар-Олара, ытти хуласенче пулнă. Вăхăта пĕрле ирттерни çемьери çыхăнăва тачăрах тума, ачасен хушшинчи тăванлăх туйăмне çи­рĕп­летме пулăшать тесе шутлатăп», — палăртать вăл.

Чун ăшшийĕ иксĕлми Татьяна Николаевнăн. Хăйĕн ашшĕ-амăшĕпе — Елена Николаевнăпа Николай Самуилович Ниловсемпе — кÿршĕллĕ çуртсенче пурăннă май вĕсене те хăйĕн пулăшăвĕсĕр, тимлĕхĕсĕр хăвармасть вăл. Ĕçре те, канура та ялан пĕрле, ялан юнашар.

Мĕнле ĕлкĕрет-ха Татьяна Николаевна ĕçре те, килте те, çемьере те? Хăйĕн çине те вăхăт тупать вĕт-ха вăл — çыпăçуллă та илемлĕ, илĕртÿллĕ сăн-питлĕ, тăпăл-тăпăл, вăр-вар. «Çемьепе, ачасемпе, мăшăрпа, атте-аннепе ирттернĕ самантсем мана вăй-хал, хавхалану кÿреççĕ. Ĕçĕме вара эпĕ юратса, чунпа суйланă, çавăнпа ывăннине туймастăп», — тет Татьяна Николаевна.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика