Чăваш Енре «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пуçласа «Патриотизмăн 10 тĕрлĕ енĕ» ятпа пысăк калăпăшлă республика шайĕнчи форум иртнĕ. Палăртнă мероприятине 300 çын ытла хутшăннă. Асăннă мероприятине Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине тата Чăваш Енри Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкне халалласа ирттернĕ.
Мероприятие пухăннисене валли чи малтанах интерактивлă курав хатĕрлесе панă. Чăваш наци музейĕ «Çак çырура чĕрĕ юлатăп» ятпа куçса çÿрекен курав хатĕрленĕ. Форума хутшăнакансем паттăрсем пирки тарăнрах пĕлнĕ, вĕсен çырăвĕсемпе, тĕрлĕ ĕç хучĕсемпе паллашнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев курава пысăка хурса хакланă, вĕсемпе республикăри шкулсенче ачасене паллаштарма сĕннĕ.
«Шкул ачисене валли паха урок. Эпĕ уроксене чи малтанах Шупашкарти шкулсенче ирттерме сĕнесшĕн. Çитĕнекен çĕнĕ ăрăва экскурси ирттерекенсем лайăх пĕлÿ парса, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма витĕм кÿччĕр. Патриотизм туйăмне вăйлатма пулăшчăр. Историне тарăнрах тĕпчесе пĕлме, проекта анлăрах сарса пĕтĕм республикăра шкулсенче ачасене кăтартма тăрăшăпăр», – палăртнă ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев. Форума вĕрентÿ организацийĕсен представителĕсем, тĕрлĕ хастарсем, çамрăксен пĕрлешĕвĕсенче вăй хуракансем, çарпа патриотизм клубĕсенче тăрăшакансем, шыравçă отрячĕсенче ĕçлекенсем тата ытти çынсем хутшăннă.
«Патриотизм, ман шутпа, пурнăçри чи кирлĕ туйăм. Пурсăмăра та малалла ăнтăлма хистет. Чăн-чăн патриот хăйĕн йăх-тымарĕсене пĕлет, хăй пурăнакан вырăна юратать, хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлипех пурнăçлама тăрăшать, яваплăха туять. Чăваш Республикинче эпир мĕн ачаранах садиксенче, шкулсенче ачасен патриотизм туйăмĕ аталанса пытăр тесе пулăшса пыма вĕрентсе пыратпăр. Тăван çĕршывăмăра хисеплеме, аслисене сума сума, пĕрлĕхре пурăнма, йăла-йĕркесене чыс тума витĕм кÿретпĕр. Культурăна, экологине, тăван тавралăха юратни каяллах ырăпа таврăнать тесе те ăнсăртран каламан. Çемьере ăс-хакăл тĕнчи пуянланса пырать, ăруран ăрăва ырă енсем куçса пыраççĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Эвелина МИХАЙЛОВА
