Уйра тырпул çитĕнтересси, ăна пуçтарса кĕртесси мĕн пысăкăш ĕç! Вырса илнĕ тырпул сĕтел çине çăкăр пулса килсе выртиччен вара тата миçе тĕрлĕ алă витĕр тухмалла мар пулĕ унăн! Тырра типтерлĕ упрама пĕлмелле. Çак тивĕçе шăпах тырă йышăнакан предприятисем хăйсем çине илеççĕ. Специалистсен яваплăхĕнчен, профессионализмĕнчен пулас çăнăх, çăкăр, кĕрпе е ытти продукт пахалăхĕ килет. Унсăр пуçне çулталăкăн хуть те хăш вăхăтĕнче те лавккасенче çăкăр е кĕрпе пуласса шанса тăратпăр. Çĕршыв экономикинче те элеваторсем пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ, вĕсем тырпулăн стратеги пĕлтерĕшлĕ запасне йĕркелеме пулăшаççĕ. Вăрмар тăрăхĕнче ку енĕпе «Чăвашхлебопродукт» акционерсен обществин Вăрмарти тырă йышăнакан предприятийĕ ăнăçлă ĕçлет. 20 çул ытла ăна пултаруллă руководитель Владимир Васильевич Александров ертсе пырать. Ĕçе пĕлсе тата тĕрĕс йĕркелесе пынине кура ăна Куславкка тăрăхĕнчи Тĕрлемесри тырă йышăнакан предприятийĕн директорĕн тивĕçĕсене те шанса панă. Çапла 2023 çултан пуçласа Владимир Васильевич коллективпа пĕрле икĕ предприяти ĕçне йĕркелесе пырать. Çăмăл мар, паллах. Тырă йышăннă вăхăтра пушшех те. Август, сентябрь, октябрь уйăхĕсем уйрăмах хĕрÿ иртеççĕ. Предприятире ĕçлекенсем канмалли кунсене пĕлмесĕр смена хыççăн юлса ĕçлерĕç. Кăçалхи çанталăк условийĕсене кура чылай тырă йĕпе кĕнĕ. 3 пин тоннине сушилкăра типĕтме тивнĕ. Вăрмар тăрăхĕнчи хуçалăхсем — «Свебрата» 1600 тонна, «Иванова О.А.» 1420 тонна, «Сарабай» 225 тонна, «Алексеев В.Н.» 132 тонна тулă тиесе килнĕ элеватора кăçал тата ыттисем те, унсăр пуçне Тутар Республикинчен — 1991 тонна. Пĕтĕмпе 5442 тонна тулă йышăннă Вăрмарти элеватор. Тырă йышăнакан предприяти пысăк мар пулин те упрамалли плансем самай пысăк. Республикăри кăтартусене илес пулсан тырă йышăнакан ытти предприятисем хушшинче Вăрмарти элеваторăн планĕ чи пысăкки. Владимир Васильевич ĕçлĕ çыхăнусене, потребительсен рынокне аталантарса пынăран тавар çаврăнăшĕ çултан çул ÿссе пырать. 2022 çулччен 30 миллион тенкĕ пулнă пулсан, 2023 çулта 52 миллиона яхăн тенкĕ, 2024 çулта 95 миллион тенке çитнĕ.
Хальхи вăхăтра продукци реализацилессипе активлă ĕçлеççĕ. Ку енĕпе икĕ суту-илÿ вырăнĕ ĕçлет, пĕри Вăрмар пасар территорийĕнчи «Пучах», тепри — элеватортах. Кашни кун 3 автомашина çăнăх, кĕрпе турттарать. Чăваш Республикин картти çинче ĕçлĕ çыхăнусем пуррине палăртса чылай вырăна паллă тунă Владимир Васильевич, çавăн пекех тутарсемпе те активлă ĕçлеççĕ.
Предприятире çĕршывшăн стратеги пĕлтерĕшлĕ тулă запасĕсене, матрезерва, тĕрĕс упрасси çине уйрăмах тимлĕх уйăраççĕ, чи пысăк яваплăх çакă. Хальхи вăхăтра патшалăх резервĕнчи 3-мĕш, 4-мĕш класлă 5 пин те 393 тонна тырă упранать складсенче. Çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ тырă запасне вăтамран 3 çул таранччен упрамалла.
Пĕтĕмпе Вăрмарти тырă йышăнакан предприятире паянхи кун 21 çын вăй хурать. Вĕсен шутĕнче тĕп бухгалтер, участок начальникĕ, производствăпа техника лабораторийĕн начальникĕ, склад заведующийĕ, типĕтекен оборудованин операторĕ, электромонтер, водительсем, грузчиксем, хуралçăсем, сутуçăсем, тракторист ĕçлеççĕ. Ĕçе вырнаçас текенсене предприятире йышăнма хатĕр хальхи вăхăтра.
«Предприятире техника чылай ĕçе тума пулăшать пулин те, çын факторĕ çав-çавах та малти вырăнта. Алăпа нумай ĕçе тума тивет. Коллективпа, клиентсемпе килĕштерсе ĕçлени, «Чувашхлебопродукт» руководстви пулăшса пыни ĕçри тĕллевсене пурнăçлама май парать. Ертÿçĕ пулнă май коллективри кашни çынна ăнланма пĕлни, кашнинпе пĕр чĕлхе тупма пултарни пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп», - пĕлтерет хăйĕн шухăшне Владимир Александров.
Эвелина МИХАЙЛОВА
