Кам хăпартлантарнă ĕçлеме,

Кам хавхалантарнă вĕçеве,

Хăнăхтарнă йывăр çĕклеме,

Лав çине тирпейлĕн тиеме?

Кам пире йăпатнă макăрсан,

Çĕкленме вăй панă такăнсан,

Тепĕр чухне ĕç ăнăçмасан

Курăмлă ăс панă лăпкаса?

Пепки чирлĕ — умĕнчен хăпман,

Çĕрĕпе пачах та куç хупман.

Ывăлне хăватлă çунатсем

Амăшĕ пиллет ăсланнăçем.

Чечек илем кÿтĕр çарана,

Алри ĕç ан юлтăр ырана.

Пулăшма пĕлни хавшак чухне

Çăмăллатĕ йывăр кун-çулне.

Анне ăшшипе киленнĕçем,

Ырлăх тĕшшине астивнĕçем

Ытларах пуласчĕ тимлĕрех,

Аннепе чух сывлăш сиплĕрех.

Вăрмар поселокĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика