Вăрçă хирĕнчен салтак таврăннă

Çĕнтерÿпе тăван Чăваш Ене.

Вăрмартан Берлина çити утнă,

Васканă уй урлă Эçпепе ялне.

Анлă уй-хир, тулă пусси умра —

Тулли пучахсем, ав, пăшăлтатнă.photo 2025 11 20 09 25 11 3

Ял уйĕсем ялан пулса асра

Аякра та, ăçта бомба арканнă.

Шăппăн вăл калаçрĕ. Куçĕсем шывланчĕç:

«Ку çĕре сыхлама, чăн, тивĕç».

Пĕшкĕнчĕ. Урисем лаштăр кайрĕç,

Чăтса тăрас çук — шутсăр савăнăç.

Мĕнччен унта ларчĕ, пĕлеймерĕ,

Хăйне çывăх сывлăшпа киленчĕ.

Тăри вĕçсе иртсе хыпарларĕ:

«Кĕтеççĕ килте». Тăчĕ, хытарчĕ

Чунне. Яш çын темĕн те чăтнă:

Выçлăх, суранĕ, шар, вĕçнĕ пуля...

Тăван кĕтес ăна шăпа пилленĕ —

Курăксем çĕре çити пуç тайнă.

Епле хÿтĕлемĕн çĕрне, шывне?

Веçех селĕм: çыннисем, юррисем, чечексем...

Çывхартнă ватти-вĕтти çĕнтерĕве,

«Пурнăç чечеклентĕр», — тесе вĕсем.

Вăрçă путсĕр те хаяр пулăм. Вăл никама та шеллемест. Григорий Яковлевич Яковлев вăрçăран сусăрланса таврăнать, вăрçă инваличĕ. Елизар Яковлевич Никитин ялтан Совет çарне 1940 çулта тухса каять, 1943 çулта тăшманпа паттăррăн çапăçса пуçне хурать /пĕртăвансем/.

Симентей йăхĕнчи, Йарука йăхĕнчи вăрçăна хутшăннă арçынсемпе яшсем çинчен çырса пĕтерес пулсан кĕнеке те çырмалăх пуçтарăнĕ. Вĕсем пурте тăшманпа Çĕнтерĕве çывхартассишĕн çапăçнă. Кашнийĕн хăйĕн кун-çулĕ, шăпи, нуши. Вĕсен ячĕсем асра, вилĕмсĕр.

Харитон Никитичăн хĕрĕ Лисук ятли, çитĕнсе çитсен Арапуç ялне Тимĕрç йăхĕнчи Çемен ятлă яша качча тухнă пулнă. Каламасăрах паллă, Арапуçĕнче, таврара шутлă йăх-тĕп пулнă ĕнтĕ. Каярах вĕсене Талне йăхĕ тесе каланă. Çамрăксем малашлăх çинчен ĕмĕтленнĕ, телейлĕ пулнă ĕнтĕ... Анчах пĕр­ремĕш тĕнче вăрçи аркатнă савăнăçлă пурнăçа. Семен Кузьмич Кузьмин, салтак тивĕçĕсене пурнăçласа, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса каять. Арăмĕ, Елизавета Харитоновна Харитонова, алăра çулталăк та тултарайман Павăл ятлă ывăлĕпе тăрса юлать. Упăшки вилни çинчен хыпар илтсен Эçпепе ялне, ашшĕ-амăшĕн килне, каялла пурăнма таврăнаççĕ. Вунă çула яхăн кĕтсе пурăнать упăшкине таврăнасса, анчах – кăлăхах. 1925 çулта Кивĕ Вăрмар ялне Илья Егорович Егорова качча тухать. Пурăнасса Виçпÿрт урамĕнче пурăннă. Çемьере икĕ хĕрача çуралать. Илья Егорович Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче çапăçнă, хисепе тивĕçлĕ пулнă. Унăн Кинчевар çырми хĕрринче хăйĕн тимĕрç лаççи пулнă тенĕ. Çирĕп пурăннă пулнă ĕнтĕ. Шăпа ку хутĕнче те телей пÿрмен-ши? Çын айăпне пула тепĕ-йĕрĕпе çунса каяççĕ. Ĕç-пуç хĕлле пулнă. Кĕçĕн хĕрачи, 5 çулти Люда, шăннине пула чирлесе часах вилет, Елизавета Харитоновна та пысăк хуйхăна пула кулянса çĕре кĕрет. Павăл ывăлĕ, 7-ри Лидия хĕрачи амăшĕсĕр тăрса юлаççĕ.

Кунта çавна палăртас пулать — Павел Семенов Эçпепе ялĕнчех пурăннă пулнă. Йăхри çынсем каланă тăрăх, Харитон Никитич мăнукне питĕ юратнă. Çитĕнсен, ят тухсан, хĕсмете Эçпепе ялĕнчен, чă­ваш йăлисене уяса, Тăван çĕршыва сыхлама ăсатса яраççĕ. Салтака кайиччен кукашшĕпе, çурт лартас шухăшпа, пура та хăпартса хăварнă тетчĕç. Çунса кайнă хыççăн, Лидия ятлă йăмăкĕ те Эçпепе ялĕнче, кукашшĕсем патĕнче пурăнма пуçлать.

Хĕсметре Павел Семенов Коми АССР-ĕнче службăра тăрать, НКВД-ра çар тивĕçĕсене пурнăçланă пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсем: пăлхану, хирĕçÿ, хăтлă пурăнакансен пурлăхне турта-турта илни, тĕрĕслĕх шырани, кÿренÿ...

/Вĕçĕ пулать/.

Надежда НИКОЛАЕВА-ТАЯВАÇ

Вăрмар поселокĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика