Çак кунсенче Арапуç ялĕнчи маскировка сеткисем çыхакан пунктшăн юбилейлă пулăм пулса иртрĕ — кунта 250-мĕш маскировка сеткине вĕçлерĕç. Çак цифра Арапуçĕнче пурăнакансем Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене пулăшас ĕçре пĕрлĕхре пулнине çирĕплетет.
Пирĕн салтаксене маскировка сеткисем кирлине пĕлсен пĕрремĕш кунтанах арапуçсем ку ĕçе активлă хутшăнма тытăннă. Маскировка сеткисем çыхакан пункт чăннипех те халăх пулăшăвĕн вырăнĕ пулса тăнă. Кирек мĕнле çанталăкра та çынсем — ачасенчен пуçласа ватăсем таранах — салтаксемшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ маскировка сеткисене патриотлăх туйăмĕпе çыхаççĕ.
Салтаксене Турă хÿтĕлетĕр тесе кашни маскировка сеткине çыхма пуçланă чухне чи малтанах 90-мĕш Псалом çырса пичетленĕ лентăсене çыхса хăвараççĕ. Хатĕр сеткăсене тĕркелесе хунă май хушшине пĕчĕк парнесем, канфетсем тата ыттине те чикеççĕ. Çак парнесемпе Арапуçĕнчи тĕп шкул тата Арапуçĕнчи ваттисен çурчĕ тивĕçтерсех тăраççĕ. Унсăр пуçне вĕсем маскировка сеткисем çыхмалли материалсене хатĕрлессинчен те айккинче юлмаççĕ.
Шкул ачисен хастарлăхне палăртса хăвармалла. Вăр-вар ал-ураллăскерсем маскировка сеткисем валли тĕркесем /бульбочкăсем\ хатĕрлеççĕ. Ку вăл вĕсемшĕн ахаль задани кăна мар, Çĕнтерĕве хăйсен тÿпине хывма, пысăк ĕçĕн пĕчĕк пайĕ пулнине туйма пулăшакан пулăм та.
Маскировка сеткисене çыхма хутшăнакансем — ырă кăмăллă, ылтăн алăллă çынсем. Эпир вĕсемпе мăнаçланатпăр. Вĕсем çыхнă кашни маскировка сетки — пирĕн пĕршухăшлăха, эпир Çĕнтерĕве ĕненнине, мирлĕ пурнăçшăн кар тăнă салтаксене яланах пулăшма хатĕррине палăртакан символ. Çавăн пекех маскировка сеткисем çыхмалли материалсемпе хатĕрсене туянма хутшăнакан, укçа-тенкĕпе пулăшакан ял çыннисем те пысăк тав сăмахĕсене тивĕç.
Хатĕр маскировка сеткисем салтаксем патне волонтерсем урлă ăсанаççĕ. Парса янă кашни маскировка сетки — Çĕнтерĕве çывхартма пулăшакан утăм. Пархатарлă ĕç — маскировка сеткисем çыхасси — Арапуç ялĕнче малалла тăсăлать.
Евгения ПЕТРОВА, Арапуçĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ
