Шăхальти культура çурчĕ тата библиотека йĕркеленипе ялта ятарлă çар операцийĕн участникĕпе Михаил Афанасьевпа тĕлпулу ирттернĕ. Тĕлпулăва ял çамрăкĕсем — шкул ачисем хутшăннă.
Михаил Олегович çапăçусем пыракан вырăнтан тăван тăрăха кĕске отпуска килнĕ. Вăл ачасене салтак служби тата çарти тивĕçĕсем çинчен каласа пачĕ. Хальхи саманара çар çыннин кĕлеткипе вăйлă та çирĕп пулнисĕр пуçне йывăр лару-тăрура тĕрĕс йышăнусем тума пĕлмеллине, яланах аталанмаллине, вĕренмеллине, пĕлÿ патне ăнтăлмаллине палăртрĕ. Çавăн пекех Михаил Олегович ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксемшĕн тăванĕсен, çывăх çыннисен, мĕнпур обществăн пулăшăвĕпе тĕревĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каларĕ.
Тĕлпулу вăхăтĕнче ачасем çарти кунсем мĕнле иртни, унти пурнăçпа йывăрлăхсем, салтаксем мĕнле хĕç-пăшалпа усă курни çинчен пĕлчĕç. Вĕсем салтака çирĕп сывлăх, ăнăçу, тăван килне часрах Çĕнтерÿпе таврăнма сунчĕç.
Çакăн евĕр тĕлпулусем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем ачасене салтак служби пирки ытларах пĕлме пулăшаççĕ, Тăван çĕршыва юратма тата унпа мăнаçланма, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене хисеплеме хăнăхтараççĕ.
Алефтина ФЕДОРОВА, Шăхальти культура çурчĕн заведующийĕ, Надежда РАЗУМОВА, Шăхальти библиотекăн библиотекарĕ
