Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе çыхăннă мероприятисен вăхăтĕнче халăх йышлăн пухăнакан вырăнсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси; Чăваш Республикинче «Физкультура тата массăллă спорт аталанăвĕ», «Бизнес-спринт /Эпĕ спорта суйлатăп\» федераллă проектсен мероприятийĕсене пурнăçласси çинчен; нумай функциллĕ центрсен офисĕсенче кÿрекен патшалăх тата муниципаллă пулăшусем çинчен; Пушкин карттине çĕнĕрен кăларасси. Çак темăсене тата халăха хумхантаракан ытти ыйтусене округра ку хутĕнче Кавал, Мăнçырма, Кĕтеснер ялĕсенче пурăнакансемпе сÿтсе яврĕç.
Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев яваплă çынсемпе пĕрле информкун ыйтăвĕсене Кавал ялĕнче пурăнакансемпе сÿтсе яврĕ.
Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов ертсе пыракан ушкăн Мăнçырмара ĕçлерĕ, ялти шкул коллективĕпе тĕл пулчĕ. Ушкăн йышĕнче çавăн пекех Вăрмарти газ участокĕн участок мастерĕ Сергей Николаевич Никифоров, Вăрмарти 39 номерлĕ пушар чаçĕн начальникĕн заместителĕ Роман Евгеньевич Слюнцов, Мăнçырмари территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Татьяна Олеговна Егорова пулчĕç.
Тĕплĕнрех «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн çитес номерĕнче
