Çĕнĕ çул çывхарнă май Чăваш Енре лăсăллă çамрăк хунавсене çирĕп сыхлаççĕ, çавна май кунсерен тенĕ пекех тĕрĕслев рейчĕсем йĕркелеççĕ.
Йывăçсене саккуна пăсса кассан /тепĕр майлă каласан, ятарлă ирĕк илмесĕр хуçалансан/ административлă майпа явап тыттараççĕ.
Штрафсен сумми пĕчĕкех мар. Хăйсем тĕллĕн чăрăша е лăсăллă ытти йывăçа каснăшăн уйрăм çынсен хăйсен кĕсйинчен 3-4 пин тенкĕ кăларса хума тивет. Должноçри çынсен вара – 20-40 пин тенкĕ. Предприяти-организацисен 200-300 пин тенкĕ тÿлеме тивĕ.
Йывăç каснă чухне автотранспортпа тата ытти хатĕрпе усă курсан уйрăм çынсен штрафĕсем тата пысăкрах пулĕç.
Чăрăшсене йĕркене пăхăнмасăр кассассăн Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 260-мĕш статйипе те явап тыттарма пултараççĕ. Саккун тăрăх сăтăрçа 500 пин тенкĕ таран штраф пама е 2 çултан пуçласа 7 çулччен ирĕк прависĕр хăварма пултарĕç.
Çĕнĕ çул – пуриншĕн те кĕтнĕ уяв. Вăл кашнине савăнăç çеç илсе килтĕр.
Владимир ГЛУХОВ, Канашри вăрман хуçалăхĕн лесничийĕ
