photo 2025 12 18 10 32 16Кĕтеснерти культура çуртĕнче кашни çулах çак ялта çуралса ÿснĕ Анатолий Титович Захаров ячĕпе спорт вăййисем ирттереççĕ.

Иртнĕ кунсенче те авиаци полковникĕн, летчик-тĕпчевçĕн, самолет спортĕнчи 5 хут тĕнче рекордсменĕн çуралнă кунне паллă туса шкул ачисем хушшинче шашка турнирĕ пулса иртрĕ. Турнира пухăнакан ачасем Анатолий Захаров ячĕпе ятарласа хатĕрленĕ стенд умĕнче чарăна-чарăна тăчĕç. Алексей Скворцов пултаруллă летчикăн кун-çулĕпе, спортри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, шашка турнирне хутшăнакансене ăнăçу сунчĕ.

Никама та выляса ямасăр турнир çĕнтерÿçи Егор Егоров пулса тăчĕ. 2-мĕш вырăна Арина Николаева çĕнсе илчĕ, вăл та никама та выляса яман. 3-мĕш вырăна Алексей Иванов тухрĕ. Хисеплĕ 4-мĕш вырăна Ульяна Егорова йышăнчĕ. Малти вырăнсене çĕнсе илнисене хаклă сувенирсем парса чысларĕç. Турнира хутшăннă ытти ачасем те хавхалантаракан пĕчĕк парнесем илчĕç.

Турнира хатĕрлесе ирттерекенĕ Алексей Скворцов, судья пулса вăйăсене йĕркелекенĕ Анатолий Иванов пулчĕç. Турнир вĕçĕнче Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пухăннисене спорт уявĕпе тата Тăван çĕршыв Паттăрĕсен кунĕ ячĕпе саламларĕ, Украинăри ятарлă çар операцийĕнче çапăçса пуçне хунă тата паян та çав операцине хутшăнакан ентешсем çинчен ачасене аса илтерчĕ.

Анатолий ИВАНОВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика