IMG 2294Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта нацисем тата конфессисем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетессипе ĕçлекен канашăн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пычĕ. Ларăва Вăрмар округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, комисси членĕсем, Пинерти территори пайĕн пуçлăхĕпе специалисчĕсем, шкулти вĕрентекенсем, кунти культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Пинерти территори пайĕнче нацисем тата конфессисем хушшинчи çыхăнăва еплерех çирĕплетсе пынипе асăннă тер­ритори пайĕн пуçлăхĕ Мираида Симонова паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, Пинерти ял территорийĕнче 1126 çын пурăнать, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ ытти наци çыннисем. Нацисем хушшинчи хирĕç­тă­рăва профилактикăлассипе ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе, шкулти çул çитмен ачасемпе, ял çамрăкĕсемпе уçă калаçусем ирттереççĕ. Ял библиотекинче тĕрлĕ ÿсĕмри çамрăксемпе ырă, сывă пурнăç йĕр­кине тытса пырассипе, наркомание, пирус туртассине, эрех-сăра ĕçессине хирĕç кĕрешессипе тĕрлĕ мероприя­тисем йĕр­келеççĕ. Культура ĕçченĕсем хатĕрленĕ тĕр­лĕ мероприятисем çамрăксене пĕр-пĕринпе хутшăнма, кунта пурăнакан тĕрлĕ национальноç çыннисемпе тачăрах çыхăнма, пĕр­ле туслă пурăнма пулăшаççĕ. Çакна вара асăннă культура учрежденийĕн заведующийĕ Любовь Иванова та иккĕмĕш ыйтупа — нацисем тата конфессисем хушшинчи килĕшĕве çирĕплетессинче культура учрежденийĕсен ÿсĕмлĕхĕн темипе хатĕрленĕ докладĕнче уççăнах çирĕплет­рĕ.

Вĕрентÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсен хушшинче тăван çĕршыва, тăван тăрăха юратма, патриотизм туйăмне аталантарассине, культурăна, ытти халăхсен йăли-йĕркисене вĕрентсе пырассине çирĕплетессипе мĕнлерех ĕçсем пурнăçлани пирки шкул директорĕ Герман Боредский тухса калаçрĕ. Герман Станиславович палăртнă тăрăх, шкулта вĕренекенсене патриотла воспитани парассине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавна май кунта ятарласа музей те уçнă, кадет класĕ те йĕркеленĕ. Вĕренекенсем хушшинче патриотлăх туйăмне аталантарассипе тăтăшах тĕрлĕрен спорт вăййисем, занятисем йĕркелеççĕ.

Лару ĕçне Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Викторович Шигильдеев пĕтĕмлетрĕ. Кăçал, планпа килĕшÿллĕн, нацисем тата конфессисем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетессипе ĕçлекен канаш пурĕ 7 ыйту пăхса тухнă. Нацисем хушшинчи çирĕплĕхе вăйлатассипе çулталăк хушшинче тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ: Акатуй, ял уявĕсем, Чăваш тĕррин кунĕ, Чăваш чĕл­хин кунĕ, Славянсен культурипе çырулăх кунĕ тата ытти те. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чă­ваш патшалăх университетĕн­че нацисем тата конфессисем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетессипе ятарласа вĕрентÿ ирттернĕ. Унта Вăрмар муниципаллă округĕн культура, социаллă аталану тата спорт па­йĕн специалисчĕ Ольга Федорова тата Кивĕ Вăрмарти библиотека заведующийĕ Алена Борисова вĕренсе квалификацие ÿстернĕ. Асăннă Канаш кăçал ятарлă çирĕплетнĕ планпа ĕçлесе пынă. Василий Викторович палăртнă тăрăх, малашлăхра округра пурăнакан кашни халăхăн йăли-йĕркисене вĕренсе пымаллине, мероприятисене чиркÿ настоятелĕсене те явăçтармаллине каларĕ. Унтан Канашăн 2026 çулхи ĕç планне çирĕплетрĕç.

Зинаида ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика