ЧР ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев регионта пурнăçланакан «Хăмла туса илес отраслĕн аталанăвĕ» проектăн хушшинчи итогĕсемпе паллаштарнă. Проект ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе 2025 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнче хута кайнă. Унпа килĕшÿллĕн, 2030 çул вĕçленнĕ тĕле импорта улăштарассине 46%, пĕтĕмĕшле пухса илнĕ хăмла калăпăшне 2050 тонна, пĕрчĕленĕ хăмла производствине 1845 тонна таран ÿстерес тĕллевпе производство хăвăртлăхне ÿстермелле, отрасле анлăлатмалла.

NikolaevОлег НИКОЛАЕВ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ: «2030 çул тĕлне çимĕç паракан хăмла пахчисен лаптăкне 2 пин гектар таран çитерме планлатпăр. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, планра палăрт­нă кăтартусене пĕтĕмпех пурнăçлама пултартăмăр: бюджет тулашĕнчен 12 млн тенкĕ инвестицисем илĕртнĕ, çĕнĕ 50 ĕç вырăнĕ йĕр­келенĕ, 9,3 млн тенкĕ налук тÿленĕ. Оперативлă даннăйсем тăрăх, пĕтĕмĕшле 302,7 тонна хăмла пухса илнĕ, пĕрчĕленĕ хăмла производстви 255 тоннăпа танлашнă».

2024 çулта РФ Президенчĕ Владимир Путин республика Пуçлăхĕ хăмла туса илес отрасле аталантармалли мероприятисене Чăваш Республикин 2030 çулчченхи социаллă тата экономика аталанăвĕн уйрăм прог­раммине /ИПСЭР 2.0/ кĕртме сĕннине ырласа йышăннă. «Хăмла туса илес отраслĕн аталанăвĕ» проекта пурнăçлама 2025 çулта 550 млн тенкĕ уйăрнă, çав шутра республика бюджетĕнчен — 360 млн тенкĕ. ИПСЭР 2.0 пурнăçланнă май Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕн базинче 100 гектар çинче хăмла шпалерĕсем вырнаçтарнă. Çĕрпÿ тата Етĕрне округĕсенче «Подвязный» сортлă хунавсем туянса 26 гектар çинче лартса хăварнă. Юлнă лаптăксене 2026 çулхи апрель уйăхĕнче лартма планланă.

Унсăр пуçне 2025 çулхи кĕркунне Вăрнар тата Сĕнтĕрвăрри округĕсенче 12 гектар çинче çĕнĕ хăмла пахчисем хывса хăварнă.

Вăрмар округĕнче хăмла туса илессипе «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество ĕçлет. Хăмла пахчисем 40 гектар çинче выр­наçнă, çав шутра 36 гектарĕ çинче çимĕç паракан хăмла çитĕнет, 4 гектарĕ çинче — çамрăк хăмлалăхсем. 2025 çулта 90,0 тонна «симĕс ылтăн» татнă, пĕр гектартан вăтамран 22 центнер. Хăмла туса илессипе Вăрмар округĕ республикăра 2-мĕш вырăнта.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика