Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе çыхăннă мероприятисен вăхăтĕнче халăх йышлăн пухăнакан вырăнсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси; Чăваш Республикинче «Физкультура тата массăллă спорт аталанăвĕ», «Бизнес-спринт /Эпĕ спорта суйлатăп/» федераллă проектсен мероприятийĕсене пурнăçласси çинчен; нумай функциллĕ центрсен офисĕсенче кÿрекен патшалăх тата муниципаллă пулăшусем çинчен; Пушкин карттине çĕнĕрен кăларасси. Çак темăсене тата халăха хумхантаракан ытти ыйтусене округра ку хутĕнче Кавал, Мăнçырма, Кĕтеснер ялĕсенче пурăнакансемпе сÿтсе яврĕç.
Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев яваплă çынсемпе пĕрле информкун ыйтăвĕсене Кавал ялĕнче пурăнакансемпе сÿтсе яврĕ.
Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов ертсе пыракан ушкăн Мăнçырмара ĕçлерĕ, ялти шкул коллективĕпе тĕл пулчĕ. Ушкăн йышĕнче çавăн пекех Вăрмарти газ участокĕн участок мастерĕ Сергей Николаевич Никифоров, Вăрмарти 39 номерлĕ пушар чаçĕн начальникĕн заместителĕ Роман Евгеньевич Слюнцов, Мăнçырмари территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Татьяна Олеговна Егорова, Мăнçырмари вăтам шкул директорĕ Геннадий Олегович Васильев пулчĕç.
Роман Слюнцов Çĕнĕ çула кĕтсе илмелли уявсенче, канмалли кунсенче вут-çулăм хыпса илесрен уйрăмах асăрхануллă пулмаллине, ачасемпе ку енĕпе профилактика калаçăвĕсем ирттермеллине, вĕсене шăрпăк тытассинчен сыхламаллине каларĕ. Килти электропроводкăна тĕрĕслесех тăмаллине асăрхаттарчĕ, проводасем хĕрсе ăшăнаççĕ пулсан хăрушлăх пулма пултарать, кун пек чухне электрике чĕнсе илмелле. «Мăнçырма шкулĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă лару-тăру аванах. Шыв пур, çулсене тасатаççĕ, ятарлă вĕрентÿсем ирттерсех тăраççĕ», — палăртрĕ пушар чаçĕн сотрудникĕ. Кăçал Çĕнĕ çулхи уявсенче Чăваш Республикинче хăрушсăрлăх мерисене пăхăнса пиротехника изделийĕсене сутассине чакараççĕ.
Сергей Никифоров килте газ оборудованине, тĕтĕм çулĕсене /дымоходсене/ вăхăтра тĕплĕ тĕрĕслесе тăмаллине асăрхаттарчĕ. Тĕтĕм çулĕ хĕлле шăнса ларма пултарать, çавна май пÿртре çын пурнăçĕшĕн хăрушă сĕрĕм сарăлас хăрушлăх сиксе тухать. Çавăнпа та газ службипе техобслуживани килĕшĕвĕ тумалла. Специалистсем оборудовани мĕнле ĕçленине киле килсе тĕрĕслеççĕ. Килĕшÿ хакĕ паянхи куна вăтамран – 1315 тенкĕ. Пулăшу васкавлă кирлĕ пулсан — «104» номерпе авариллĕ службăна шăнкăравламалла.
Депутатсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов округри физкультурăпа спорт аталанăвĕпе, спорт объекчĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, учительсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.
Татьяна Егорова Чăваш Енри нумай функциллĕ центрсенче кÿрекен патшалăх пулăшăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ, Пушкин картти çинчен каласа пачĕ. «Пушкин картти» программăн операторĕ улшăнать. Çавна май ăна çĕнĕрен кăлармалла. Çĕннине «Госуслуги Культура» хушăм е «Почта банк» сервис урлă декабрĕн 28-мĕшĕччен илме пулать. Вăл январьтен ĕçлеме пуçлать. Малтанхи пекех карттăри 5 пин тенкĕ укçана çулталăк тăршшĕпе тĕрлĕ культура учрежденийĕсенче усă курма пулать. Çак шутран 2 пинне – кинона кайма.
Мăнçырмасене ялта пуçарулăх бюджечĕпе юсанă пушар деповне пушар машинипе тивĕçтересси, ун çумне водитель çирĕплетесси канăçсăрлантарать. Территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Татьяна Олеговна палăртнă тăрăх, пушар машинине тата водитель штатне тивĕçлĕ органсенчен ыйтса янă. Хальлĕхе хуравĕ пулман-ха. Çавăн пекех 2026 çултан ялсене автобуссем çÿреме чарăнасси те шиклентерет халăха. Юрий Анатольевич çак ыйту пĕтĕмĕшле округри ялсем тăрăх автобуссем чуптарассишĕн яваплă предпринимателĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннине палăртрĕ, округ администрацийĕнче ку енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнассине палăртрĕ.
Информаци кунĕ шайĕнче чыслав та иртрĕ. Мăнçырма ял старостине Василий Михайлович Семенова фронта пулăшнăшăн /ÿкерчĕкре\, Альбина Алексеевна Мирошкинăна округăн обществăпа политика пурнăçĕнче активлăх кăтартнăшăн «Единая Россия» партин Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Унсăр пуçне Альбина Алексеевнăпа Ираида Константиновна Игнатьевăна вĕрентÿ сферинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата юбилейлă датăсем ячĕпе Вăрмар округĕн пуçлăхĕн В.Шигильдеевăн Хисеп грамотисене парса хавхалантарчĕç.
Эвелина МИХАЙЛОВА
