Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Владимир Анатольевич ИВАНОВ:

«Çĕршыв Президенчĕн Владимир Путинăн çулталăк вĕçĕнче иртекен черетлĕ «тÿрĕ линийĕ» иртрĕ. Яланхиллех чи çивĕч ыйтусем янăрарĕç. Шăпах «тÿрĕ лини» ирттернĕ хыççăн çĕршывра çĕнĕ саккунсем вăя кĕреççĕ, халăхран килнĕ кашни ыйту тăрăх тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Социаллă политика темипе ыйтусем питĕ йышлă пулчĕç, апла пулин те вăрçă тата мирлĕ пурнăçпа çыхăннисем — чи малта. Пĕрремĕш ыйту — ятарлă çар операцийĕ хăçан вĕçленесси пирки пулчĕ. «Эпир хирĕçтăрăва мирлĕ майпа татса пама хатĕр, çапла тăвасшăн та, анчах та эпĕ пĕлтĕрхи июнь уйăхĕнче каланă шухăшсене тĕпе хурсан», - терĕ Владимир Путин. Президент палăртнă тăрăх, хальлĕхе Киев çакна хатĕр мар-ха. Паллах, эпир пурте мирлĕ пурнăçа чăтăмсăррăн кĕтетпĕр.

Владимир Владимирович çавăн пекех çамрăк специалистсене çĕршывра хăварассипе условисем йĕркелесси пирки те каларĕ. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакан специалистсем хатĕрлессипе те активлă ĕçлеççĕ. Округ шайĕнче эпир, акă, ачасене мĕн пĕчĕкрен ял хуçалăхĕнчи ĕçе юратма вĕрентес тесе агролабораторисем йĕркелетпĕр».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика