Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — строительство тата çул-йĕр хуçалăхĕн пайĕн начальникĕ Наталия Геннадьевна ИВАНОВА: «Çĕршыв Президенчĕн Владимир Путинăн «тÿрĕ линийĕ» вăхăтĕнче яланхиллех пурнăçри пур сферăна та пырса тивекен чи çивĕч ыйтусем янăрарĕç, çак шутра ачаллă çемьесене социаллă пулăшу кÿресси, çĕршыври демографи лару-тăрăвне ÿстересси, ĕç укçине ÿстересси, экономика аталанăвĕ тата ытти те. «Тÿрĕ лини» эфирĕ вăхăтĕнче çул-йĕрсен юсавлăхĕпе, строительствипе тата пахалăхĕпе Чăваш Республики ТОП-регионсен йышне кĕнине кăтартакан слайда курма кăмăллă пулчĕ. Республикăра, пирĕн округра та çул-йĕр строительствипе юсавлăхĕ, пахалăхĕ çине уйрăмах тимлĕх уйăраççĕ. Çакă шăпах та çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин тăрăшнипе вăя кĕнĕ «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ пулăшнипе пулса пырать».
