pavlova

Зинаида ПАВЛОВА, Вăрмар районĕнчи «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ: «Паян Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин иртсе пыракан çулталăка, пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, çĕршывра пурăнакансен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Яланхи пекех ыйтусем нумай пулчĕç, Президент кашнин çине анлă хурав пачĕ.

Малта тăракан пĕлтерĕшлĕ ыйту — вăрçă тата мир çинчен. «Эпир хирĕçтăрăва мирлĕ майпа татса пама хатĕр, çапла тăвасшăн та, анчах та эпĕ пĕлтĕрхи июнь уйăхĕнче палăртнă принципсене тĕпе хурсан кăна», — терĕ Владимир Путин. Хальхи вăхăтра Раççей çарĕсем тăшмана каялла хăваласа пынине, çулталăк вĕçлениччен пирĕн çарсем çĕнĕ ăнăçусем тăвасса шаннине каларĕ. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕ пирĕн салтаксемшĕн малти вырăнта пулнине палăртрĕ. Паллах, вĕсен хушшинче Вăрмар округĕн хăюллă салтакĕсем те пулнишĕн, паттăр ĕçĕсемпе палăрнишĕн эпир мăнаçланатпăр.

Тÿрĕ лининче Раççей регионĕсемпе çыхăннă тĕп ыйтусене пĕтĕмпех тенĕ пек хускатнă — экономика, çул-йĕр, демографи, сывлăх сыхлавĕ тата ытти те. Çĕршыв хальхи вăхăтра çăмăл мар тапхăр витĕр тухать пулин те, Владимир Владимирович палăртнă тăрăх, Раççейĕн экономика ÿсĕмĕ юлашки виçĕ çулта 9,7 процентпа танлашнă, ĕç укçин ÿсĕмне те упраса хăварма май килнĕ. Ĕçсĕрлĕх шайĕ пĕлтĕр 2,5 процент пулнă пулсан, кăçал тата пĕчĕкрех — 2,2 процент. Çемьесене, çав шутра нумай ачаллă çемьесене, пулăшасси çĕршыв Правительствишĕн пысăк тимлĕхре. Вĕсене тĕрлĕ çăмăллăхсемпе тивĕçтереççĕ, вĕсен пурнăç пахалăхĕн шайне ÿстерессипе активлă ĕçлеççĕ.

Актуаллă тепĕр ыйту — çĕршывра «вăрттăн экономикăн» çулне пÿлесси. Владимир Владимирович «вăрттăн экономикăран» хăтăлмалла тесе пусăм турĕ. Вăрмар округĕнче ку задачăна пурнăçлассипе утăмсем тума тытăннă та ĕнтĕ, ятарлă программа йышăннă. Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн Василий Шигильдеевăн йышăнăвĕпе 2026 çула пирĕн округра Тухăçлă управленипе перекетлĕх çулталăкĕ тесе палăртнă. Çакă Раççей Президенчĕ Владимир Путин лартнă задачăсене туллин пурнăçлама май парĕ».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика