Хисеплĕ ентешсем, Вăрмар муниципаллă округĕн çыннисем!

Сире пурне те Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе чунтан саламлатпăр.

Çак уявсем кашни киле, кашни çемьене капăр та илемлĕ чăрăшпа, парнесемпе, çĕнĕ тĕллевсемпе тата шухăшсемпе килсе кĕреççĕ.

Хыçа юлакан çул пулăмсемпе, асра юлакан туйăмсемпе тата пурнăçăн тĕрлĕ сферинчи çитĕнÿсемпе пуян пулчĕ. Хамăр палăртса хунă плансене нумайăшне пурнăçлама пултарни те савăнтарать. Паллах, пурнăçа кĕртнĕ тĕллевсенче пирĕнтен кашнийĕ хăй тÿпине хывнă. 2026 çула пирĕн округра Тухăçлă управленипе перекетлĕх çулталăкĕ тесе палăртрăмăр. Çавна май ятарлă программа йышăнтăмăр, «вăрттăн экономикăран» хăтăлассипе ĕçлеме тытăнăпăр.

Хаклă тăванăмăрсем! Пархатарлă ĕçĕрсемшĕн, тăван тăрăх аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн сире чунтан тав тăватпăр.

Мал ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме пирĕн опыт, профессионализм, чăтăмлăх çителĕклĕ. Çавăнпа та йывăрлăхсене çĕнтерсе, ĕмĕтсемпе шухăшсене ăнăçлă пурнăçласа, пархатарлă ĕçсем туса кашни харпăр хăйĕн, тăван округпа республикăн пурнăçне лайăхлатас тесе тăрăшса çирĕппĕн малалла утар.

Сире çывхарса килекен 2026 çул ячĕпе чунтан саламлатпăр. Вăл пурин валли те савăнăç, ăнăçу илсе килтĕр. Сирĕн пĕтĕм ĕмĕтĕр пурнăçлантăр. Пурсăра та çирĕп сывлăх, çемье ырлăхне, ĕçре ÿсĕмсем тата çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр! Çĕнĕ çул ячĕпе, çĕнĕ телейпе сире!

Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий ШИГИЛЬДЕЕВ

Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий ИВАНОВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Последние комментарии

Яндекс.Метрика