photo 2025 12 19 10 06 562025 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре «Кадрсем» наци проекчĕ пурнăçланать. Унăн тĕллевĕ — халăха ĕçе вырнаçтарса экономикăна кадрсемпе тивĕçтересси. «Кадрсем» наци проекчĕн задачисене Чăваш Рес­публикинче те, çав шутра Вăрмар округĕнче те, активлă пурнăçлаççĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа Вăрмарти кадрсен центрĕ çул çитмен 370 ачана ĕçпе тивĕçтернĕ. Шкул ачисем ытларах Вăрмар муниципаллă округĕн территорине хăтлăлатас енĕпе ĕçленĕ. Мероприятисене пурнăçлама вырăнти бюджетран 100 пин тенкĕ уйăрнă, республика бюджетĕнчен — 98, 64 пин тенкĕ.

Çул çитмен ачасене ĕçпе тивĕçтернисĕр пуçне Вăрмарти кадрсен центрĕнче 2025 çулхи фервалĕн 13-мĕшĕнчен çамрăксен «Спектр» клубĕ ăнăçлă ĕçлет. Çулталăк хушшинче вăл Вăрмар округĕнчи виçĕ шкулта пĕлÿ илекен 56 ачана пĕр чăмăра пухнă. Çамрăксен клубĕ шайĕнче шкул ачисем 4 предприятин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Ку вăл: «Светлана» тулли мар яваплă общество /çĕвĕ цехĕ\, «Аквапром» тулли мар яваплă общество /гидроаккумуляторсен тата сарăлакан пичкесен производстви\, «Канпром» тулли мар яваплă общество /пластмасс тата полиэтилен пăрăхсен производстви\, «Вăрмарти механика завочĕ» /лифт пайĕсен производстви\. Çавăн пекех ачасем профтур шайĕнче уйрăм çын предпринимателĕн Владислав Федоровăн автосервисĕнче те пулса курнă.

Людмила МИШИНА, ЧР Ĕçпе тивĕçтерекен центрăн Вăрмарти уйрăмĕн карьера консультанчĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика