IMG 2369ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, «Çемье» наци проекчĕ шайĕнче Вăрмар районĕнчи тĕп больница куçса çÿрекен çĕнĕ рентген-аппаратпа пуянланнă.

«Хальхи йышши рентген-аппарат вырнаçтарни Вăрмар округĕнче пурăнакансен сывлăхне пахалăхлă тата вăхăтра тĕрĕслесе тăма май парĕ. Ку вăл ятарлă медицина пулăшă­вĕпе туллин усă курайман условисенче пысăк пĕлтерĕшлĕ, — палăртнă Вăрмар районĕнчи тĕп больницăн тĕп врачĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Александра Филиппова. — Куçса çÿрекен рентген-аппаратпа аслă ÿсĕмри çынсен чирĕсене тупса палăртма кăна мар, ачасен сывлăхне тĕрĕслеме те усă курăпăр, «Амăшлăхпа ачалăх хуралĕ» проектăн тĕллевĕсене пурнăçлама тÿпе хывăпăр».

Куçса çÿрекен комплекса тÿрĕ панельлĕ детекторпа тивĕçтернĕ, çапла майпа тĕп-тĕрĕс ÿкерчĕк тума, ăна тухтăрсем патне диагноз лартма тÿрремĕнех ярса пама пулать. Аппарат çăмăл, вăл шасси çинче вырнаçнă, çавăнпа ăна кирлĕ çĕре чăрмавсăрах илсе çитерме май пур. Çав вăхăтрах вăл çирĕплĕхпе палăрса тăрать.

Çĕнĕ рентген-аппаратпа ĕç­леме вара çĕнĕ рентгенолог-врач та пур Вăрмарти тĕп больницăра. Алексей Станиславович Васильев /сăн ÿкерчĕк çинче/ Вăрмар больницине кăçалхи октябрь уйăхĕнче «Земство тухтăрĕ» программăпа ĕçлеме килнĕ. Вăл Пинер ялĕнче çуралса ÿснĕ, Пинерти тĕп шкулта, унтан Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта ăс пухнă. Пурнăçне медицинăпа çыхăнтарма ачаранах ĕмĕт­леннĕскер И.Н. Ульянов ячĕл­лĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне пĕтерсе терапевт профессине алла илнĕ. Ун хыççăн вара рентгенолог-врача вĕренсе тухнă. Халĕ, акă, тăван тăрăха таврăнса вăрмарсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессишĕн тăрăшать, ĕçлеме килĕшнине палăртать.

Пĕтĕмĕшле Вăрмарти тĕп больницăна юлашки çулсенче «Земство тухтăрĕ» программăпа 10 çын ĕçлеме килнĕ: çÿлерех асăннă рентгенолог-врач, акушер-гинеколог, анестезиолог-реаниматолог /2025 çулта\, 7 терапевт /çав шутра 2025 çулта — 1/.

«Земство фельдшерĕ» прог­раммăпа 4 çын ĕçе пуçăннă: 2024 çулта — Пинер тата Тупах ФАПĕсенче, 2025 çулта — Анаткас тата Аслă Чак ФАПĕсенче.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика