Кăçал «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе усă курса Вăрмар округĕнче 5 çул участокне юсама палăртнă пулнă.
Пĕтĕмĕшле округри çул-йĕре юсама 77,8 миллион тенкĕ уйăрнă, вĕсенчен 73,9 миллион тенкине — республика бюджетĕнчен, 3,9 миллион тенкине округ бюджетĕнчен. Ку укçа-тенкĕпе пурĕ 16,9 километр автоçула юсаса çĕнетнĕ, çак шутра 7 километр асфальт сарнă, ыттине — вак чул. Чи начар участоксене йĕркене кĕртес тесе суйласа илнĕ. Пĕрремĕшĕ — «Вăрмар — Арапуç — Кĕтеснер» автоçул çинчи 1 километр тăршшĕ участок. Иккĕмĕшĕ — «Аниш» автоçулăн Вăрмар поселокĕнчи Ленин урамĕнчи 1 километр тăршшĕ участок. Виççĕмĕшĕ — «Аниш — Вăтакас» автоçул çинчи 0,985 километр тăршшĕ участок. Тăваттăмĕшĕ — «Пысăк Енккасси — Карăкçырми» автоçул çинчи çул-йĕр участокĕ /Карăкçырми ялĕнчен Урнар çулĕ çине тухакан 1 километр та 455 метр тăршшĕ участок/. Пиллĕкмĕшĕ — «Тикаш —Хĕрлĕçыр» автоçул çинчи 1 километр тăршшĕ участок. Планпа палăртнă пур çул-йĕре те юсаса пĕтернĕ. Унсăр пуçне перекетлесе хăварнă укçа-тенкĕпе округри тата тепĕр икĕ участока та юсама май килнĕ. Çак шутра «Романтика» сывлăхпа кану лагерьне пырса кĕмелли çула çĕнетнĕ. «Аниш — Анаткас — Кĕлкеш» автоçул çинчи 9,7 километр тăршшĕ çула юсама 2 çуллăха контракт алă пуснă пулнă, «Стройком» подрядлă организаци 2 çул тумалли ĕçе 1 çултах пурнăçласа пĕтернĕ.
Поселокри автовокзалтан пуçласа Вăрмар район сучĕн çурчĕ таранччен çула асфальт сарма икĕ çуллăха контракт алă пуснă пулнă. «Макаров А.Н.» ХФХ подрядчик ĕçе 1 çултах туса пĕтернĕ.
Вăрмар округĕнчи çул-йĕр участокĕсене юсассипе ĕçлекен подрядлă организацисем хушшинче «Стройтек» тулли мар яваплă обществăна лайăх енчен палăртса хăвармалла. Ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлать. Çак организаци çавăн пекех пирĕн Вăрмар округĕн территорийĕнчи республика пĕлтерĕшлĕ /Вăрмар кукринчен пуçласа Тăвай район чиккине çитиччен, «Вăрмар — Кавал — Нăрлат»\ автоçулсене тытса тăрассипе те тăрăшуллă ĕçлет.
«Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» программăпа килĕшÿллĕн кăçал Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсене халалласа Мăнçырмара аллея уçăлнă. Ĕçсене «Герса» тулли мар яваплă общество 5,5 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă.
Эвелина МИХАЙЛОВА
