Çĕнĕ çул уявĕсем утренниксемпе тата кану каçĕсемпе çыхăннă. Уяв мероприятийĕсен вăхăтĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнни кăна тĕрлĕ инкек-синкекрен, суранланассинчен сыхланса Çĕнĕ çула йĕркеллĕ кĕтсе илме май парать.
Çĕнĕ çул чăрăшĕ тата ун çине çакакан гирлянда иккĕшĕ пĕрле çулăм тухасси патне илсе çитерме пултарать. Çулăм ярса илсен йывăç темиçе минут хушшинче çунса каять, çавăнпа та питĕ асăрхануллă пулмалла. Пахалăхлă, заводра туса кăларнă гирляндăсемпе кăна усă курмалла. Çывăрма выртиччен ăна сÿнтермелле, нихăçан та тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Чăрăш, çывăхĕнче çуртасем, бенгаль çутисем çутма, пÿртре пиротехника изделийĕсемпе вуçех те усă курма юрамасть!
Хăвăрăн хăрушсăрлăха упрас тетĕр пулсан килте тĕтĕм тухсанах пушар тухасси çинчен систерекен автономлă прибор вырнаçтармалла /маркетплейссем урлă туянма пулать\, вут-çулăм хыпса илсенех ăна туххăмрах сÿнтерме огнетушитель те кирлĕ.
Пиротехника изделийĕсене илес пулсан харпăр хăвăр алăпа тунисемпе усă курма юрамасть. Туяннă чухне пиротехникăн сертификачĕ, вырăс чĕлхипе çырнă инструкцийĕ, усă курмалли срокĕ пулмалла.
Халăх чылайăн пухăнакан вырăнсенче 2-3-мĕш класлă хăрушлăхлă пиротехникăпа /хлопушкăсем, петардăсем, çăмăл ракетăсем\ ятарлă оборудованиллĕ лапамсенче кăна усă курма юрать. Пирĕн Вăрмар муниципаллă округĕн территорийĕнче çакăн пек ятарлă вырăнсем çук. 4-5-мĕш класлă хăрушлăхлă изделисемпе /обществăлла уявсемпе мероприятисем ирттернĕ чухне усă куракан фейерверксем, профессионаллă салютсем\ усă курма лицензи тата ятарлă пĕлÿ кирлĕ.
Вăрмар муниципаллă округĕн надзор тата профилактика ĕçĕн уйрăмĕ
