Çĕнĕ çул çывхарса пынă май тавралăх та илемленнĕ. Халăх килсене, çуртсене çутатакан йăлтăрккасемпе хитрелетнĕ, чăрăшсене капăрлатнă. Çанталăкĕ те хĕл асамне туллин уçса парать, эрешлĕ юр пĕрчисем тÿперен тăкăнаççĕ, пит-куçа сивĕ чĕпĕтет.
Вăрмар райповĕн Мăнçырма ялĕнчи «Новинка» лавккине те Çĕнĕ çула хирĕç капăрлатса илемлетнĕ. Унăн пысăк чÿречисем тĕрлĕ тĕслĕн çутатса туянакансене кăмăллăн йыхравлаççĕ. Лавккана кĕрсе тăрсанах хăтлăх ытамне лекнĕн туйăнать. Çутă та таса кунта, ретĕн-ретĕн лартса тухнă çÿлĕксемпе сивĕтмĕшсем пахалăхлă таварпа тулли. Кашни çын хăйне мĕн кирлине тупма пултарать. Республикăра, хамăр тăрăхра туса кăларнă тутлă апат-çимĕç продукцийĕ те, кулленхи пурнăçра кирлĕ хатĕр-хĕтĕр те, савăт-сапа, йăлара усă куракан хими продукцийĕ — пĕтĕмпех пур «Новинкăра».
Лавкка заведующийĕн яваплă ĕçĕсене Юлия Анатольевна Егорова пурнăçлать. Вăл «Новинкăра» 11 çула яхăн вăй хурать, çав шутра заведующи пулса — 2 çул ытла. Татьяна Николаевна Ахвандерова сутуçăн ĕç стажĕ вара 24 çула çывхарса пырать. Палăртмалла, унăн ашшĕпе амăшĕ те нумай çул Вăрмар райповĕн тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.
Пысăк опытлă ĕçченсем Юлия Анатольевна тата Татьяна Николаевна хăйсен ĕçне алăри пилĕк пÿрнине пĕлнĕ пек пĕлеççĕ, яваплăхпа, тăрăшулăхпа палăрса тăраççĕ. Тÿрĕ кăмăлпа тата тухăçлă ĕçленĕрен вĕсене Вăрмар муниципаллă округĕн, Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хучĕсемпе чысланă. Юлия Анатольевна Чăвашпотребсоюзăн хисеп хăми çинче пулма тивĕçнĕ. Татьяна Николаевнăна «Раççейри коопераци юхăмĕн çамрăк лидерĕ» знакпа палăртнă.
Алена Вячеславовна Егорова сутуçă та вĕсенчен юлмасть, ĕçченлĕхпе палăрса тăрать. «Новинкăра» нумай пулмасть кăна ĕçлеме тытăннă пулин те суту-илÿри пĕтĕмĕшле стажĕ сахал мар унăн — 6 çул патнелле.
«Новинка» лавккан ăшă кăмăллă ĕçченĕсем туянакансене яланах хапăл туса кĕтсе илеççĕ, чи лайăх продукци суйлама пулăшаççĕ, заказсем те йышăнса юлаççĕ. Унсăр пуçне кашни юнкун автолавккапа Çиçтĕпе, Чăрăшçырма, Эçпепе, Кĕçĕн Шăхаль ялĕсене çитсе килсе унта пурăнакансене те таварпа тивĕçтереççĕ.
Райпо лавккисем хушшинче иртекен конкурссенче «Новинка» час-часах мала тухать. Тĕрлĕ акцисем ирттернĕ чухне активлăхпа палăрать. Акă, çулсерен Çĕнĕ çул умĕн йĕркелекен «Ачасене — шоколад» ыркăмăллăх акцине кăçал та ăнăçлă ирттернĕ. Сăмаха май, Çĕнĕ çул тĕлне мĕн тĕрлĕ пылак парне çук пулĕ «Новинкăра» — пырса туянсамăр, ачасене те, хăвăра та савăнтарăр!
Ирина ДАНИЛОВА
