Чăваш Енре ачаллă çемьесем «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ тÿлевсем илме пултараççĕ.

Республикăра ача çуратаслăхне ÿстерессипе тата нумай ачаллă çемьесене пулăшассипе регион про­г­рамми ĕçлет. Çак мерăсем «Çемье» наци проекчĕн «Нумай ачаллă çемье» федераллă проекчĕ шайĕнче пурнăçланаççĕ.

Çемьесем 3 тĕрлĕ тÿлев илме пултараççĕ. Ача колледжра е аслă вĕрентÿ учрежденийĕнче вĕреннĕшĕн тÿленĕ хакĕн 50 процентне компенсацилеççĕ. Куçăн майпа вĕренекен ача кĕтекен студенткăсене 100 пин тенкĕлĕх тÿлев параççĕ. Çавăн пекех виççĕмĕш е ун хыççăнхи çуралакан ачасемшĕн 300 пин тенкĕ параççĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика