cObOfu7T kpPwwGMe dJrsROOOYYKFVWx7nEpzVjdRThqonRuyAYILUh8DWKF9ciOXStUPCHT7L IP2XvOHtyQdTТăванĕсем, юлташĕсем, çывăх çыннисем Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралса ÿснĕ, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ Александр Михайлович Илларионовăн ырă ятне манмаççĕ, яланах асра тытаççĕ.

Александр Илларионова асăнса çак кунсенче Вăрмар поселокĕ енчен Кивĕ Вăрмар ялне пырса кĕрекен çул хĕрринче баннер уçнă. Пысăк пĕл­терĕшлĕ ĕçе салтакăн юлташĕсем Александр Павлов, Иван Борисов, Григорий Афиногенов, Сергей Илларионов, Евгений Никитин, Артур Степанов, шкулта пĕрле вĕреннĕ çамрăксемпе ытти юлташĕсем тăрăшнипе, спонсорла пулăшу кÿнипе пурнăçлама май килнĕ.

Торжествăллă митинга Ки­вĕ Вăрмарти территори па­йĕн начальникĕ Вячеслав Васильев, Вăрмар муниципаллă округĕн пурлăх хутшăнă­вĕсен пайĕн начальникĕ Ирина Васильева, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Сергей Федотов, Михаил Архангел ячĕл­лĕ Кивĕ Вăрмарти чиркÿ нас­тоятелĕ Елисей Илларионов иерей, Кивĕ Вăрмарти вăтам шкул директорĕ Сергей Антонов, Александр Михайловичăн амăшĕ Роза Николаевна тата аппăшĕ Татьяна, вĕрентекенсем, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем, тăванĕсем хутшăннă.

Пухăннисен умĕнче тухса калаçакансем Александр Илларионов çинчен ăшă сăмахсем каланă, унăн паттăр ĕçĕ пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулнине палăртнă. Александр Илларионовăн амăшĕ Роза Николаевна çывăх çыннине хисеплесе чысланăшăн пурне те тав тунă.

Александр Илларионов 1990 çулхи июлĕн 30-мĕшĕн­че çуралнă. Шкул пĕтернĕренпех Раççей Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсен речĕсенче пулнă. 2008 çулта Псковри 74268 номерлĕ çар чаçĕнче рядовой пулса çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă. 2009 çулта контракт алă пусса аслă стрелок-зенитчик должноçне йышăннă. Çав çулах отделени командирĕ таран ÿснĕ. 2010 çулта «кĕçĕн сержант» званине, 2011 çулта «сержант» званине тивĕçнĕ. 2014 çулта 54399 номерлĕ çар чаçĕн разведка тă­вакан 175-мĕш уйрăм батальонне куçнă, унта аслă водитель пулнă. 2018 çулта — Сиринчи çар операцине, 2022 çулхи февраль уйăхĕнчен ДНР тата ЛНР территорийĕсенчи ятарлă çар операцине хутшăннă. 2024 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнче ентешĕмĕр çар тивĕçне пурнăçласа пуçне паттăрла хунă.

Александр Илларионова «Çар пĕрлĕхне çирĕплетнĕшĕн», «Крыма тавăрса панăшăн», «Хăюлăхшăн», «Сиринчи ятарлă çар операци­йĕн участникне» медальсемпе, «Çар службинче палăрнăшăн» 3 степеньлĕ медальпе, «За отличие» паллăпа, «Тăван çĕршыв умĕнчи паллă ĕçсемшĕн» 2 степеньлĕ орден медалĕпе, Жуков медалĕпе, ытти наг­радăсемпе те чысланă. Вилнĕ хыççăн Хăюлăх орденĕпе наг­радăланă.

Çав куннех Кивĕ Вăрмар шкулĕнче паттăр ентешĕмĕре асăнса волейбол турнирĕ те иртнĕ.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Последние комментарии

Яндекс.Метрика