NikolaevФевралĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн çулсеренхи пресс-конференцийĕ иртет.

Олег Николаев 7-мĕш хут ирттерекен пресс-конференци 2025 çулта пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетмелли лапам пулса тăрĕ. Журналистсемпе калаçнă май республика Пуçлăхĕ иртнĕ çулхи тĕп çитĕнÿсем çинчен тĕплĕн каласа парĕ, регион аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне палăртĕ, çав шутра республикăн социаллă тата экономика аталанăвĕн 2030 çулчченхи Комплекслă программи мĕнле пурнăçланса пыни çинче чарăнса тăрĕ, унсăр пуçне обществăри тата политикăри тĕп процессене хак парĕ.

Пресс-конференци 11:00 сехетре пуçланать. Ăна Чăваш наци телекуравĕн, «ЮТВ» телеканалăн тÿрĕ эфирĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Вконтакте» социаллă сетĕнчи страницинче курма, Чăваш наци радиовĕпе итлеме пулать.

«Чувашинформ» тата «Хыпар» ресурссем пресс-конференцин текстне вырăсла тата чăвашла трансляцилесе пырĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика