IMG 2733Вăрмар округĕнче çĕвĕ ĕçĕпе ĕçлекен предприятисем, çĕвĕ цехĕсем темиçе те. Хăйсен ĕçĕ-хĕлне ăнăçлă пурнăçласа вĕсем халăха тĕрлĕ тумтирпе, вырăн таврашĕсемпе тивĕçтерсе тăраççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ. Округри çĕвĕ предприятийĕсемпе «Хĕрлĕ ялав» хаçат вулаканĕсене паллаштарсах тăратпăр. Паян вара пирĕн сăмахăмăр Вăрмар поселокĕнчи «Pilani» çĕвĕ фабрики пирки пулĕ.

Нумай пулмасть кăначчĕ-ха хаçат страницисем çинче Вăрмар поселокĕнчи «Pilani» çĕвĕ фабрики çĕвĕçсене ĕçе илет тесе пĕлтерÿсем тухатчĕç. Вăхăт иртни сисĕнмерĕ те — «Pilani» ĕçе пуçăннăранпа февраль уйăхĕнче виçĕ çул та çитет. Паянхи кун çĕвĕ фабрики мĕнле ĕçлесе пырать? Камсем вăй хураççĕ кунта? Мĕнлерех продукци çĕлеççĕ? Çак ыйтусен хуравне тупас тĕллев­пе çĕвĕ цехне çул тытрăмăр.

Вăрмар поселокĕнче, «Сельхозтехника» предприяти пулнă территоринче вырнаçнă «Pilani» çĕвĕ фабрики пире тараватлăн кĕтсе илчĕ. Çĕвĕ цехĕнче ăшă та çутă, таса та хăтлă, ырă лару-тару хуçаланать. Çĕвĕ машинисене икĕ вăрăм ретпе лартса тухнă, кашни ĕç вырăнне электричество çутипе уйрăммăн тивĕçтернĕ.

Роман Алексеевич Макалов управляющи /сăн ÿкерчĕк çинче/ çĕвĕ фабрикин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. «Pilani» çĕвĕ фабрикине уçаканĕ тата тытса тăраканĕ — Шупашкарти «Портнова А.А.» уйрăм çын предприниматель пулнине пĕлтерчĕ. Трикотаж изделисем çĕлеççĕ кунта — спорт костюмĕсем, жилетсем, футболкăсем, кĕске шăлаварсем, свитшотсем тата ыттине те. Хатĕр продукцие тĕрлĕ çĕре ăсатса вырнаçтараççĕ, çав шутра «ASFASHIONDP» бренд йĕркелесе «Ozon» тата «Wildberries» маркетплейссем урлă та суту-илÿ тă­ваççĕ. Туянакансем тумтир пахалăхлă пулнине палăртаççĕ, ăна пысăк хак параççĕ.

Çĕвĕ фабрикинче 10 çĕвĕç вăй хурать. Сăн ÿкерчĕк çинче вĕсенчен виççĕшĕ — Оксана Витальевна Васильева, Татьяна Валериевна Семенова тата Лилия Витальевна Иванова. «Pilani» уçăлнăранпах ĕçлеççĕ вĕсем çĕвĕ цехĕнче.

Татьяна Валериевнăн çĕвĕ ĕçĕн­чи опычĕ пысăк — 15 çула яхăн, хăйĕн тивĕçĕсене куçне хупса тенĕ пек пурнăçлама пултарать вăл. Вăрмар поселокĕнче пурăнаканскер çĕвĕ цехне ирхине-ирех çитет те ĕçе тытăнать, кунĕпех çĕвĕ машини умĕнче, кăтартуллă ĕçлет.

Оксана Витальевна та Вăрмар поселокĕнчен, Лилия Витальевна вара Кĕтеснертен. Çĕвĕ фабрикине ĕçлеме киличчен ку енĕпе опычĕ пулман та темелле вĕсен, анчах кĕске вăхăтрах çĕвĕ ĕçне хăнăхса çитме пултарнă. Халĕ çĕвĕ машини вĕсен аллинче шăкăртатать кăна.

«Ĕçлеме килĕшет. Пирĕн коллектив туслă, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлетпĕр. Çĕвĕ фабрикин руководителĕсем, çав шутра Роман Алексеевич управляющи те, пире тухăçлă тата ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисене пăхăнса ĕçлеме мĕнпур услови йĕркелесе панă, çавăншăн эпир вĕсене хисеплетпĕр. Ĕç укçипе те кăмăллă, ăна ĕç калăпăшне кура тÿлеççĕ. Вĕри апатпа та тивĕçтернĕ пире. Çак çуртрах столовăй пур, кăнтăрлахи апата унта çÿретпĕр», — теççĕ çĕвĕçсем.

Роман Алексеевич тăрăшуллă çĕвĕçсене мухтать, вĕсен ĕçченлĕхĕ пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулнине палăртать. «Кун пек коллектив пулсан ĕç тухăçлăхĕ пирки кулянма кирлĕ мар, ума лартнă тĕллевсем пурнăçланса пыраççĕ», — тет вăл.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика