Чăваш Енре «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕн тĕллевĕсене 2025 çулта ăнăçлă пурнăçланă.

Пирĕн республика 6-мĕш çул ĕнтĕ Наци экологи рейтингĕн ТОП—10 йышне кĕрет. 2025 çулта та регион лидерсен шутĕнче пулнине хăйĕн ĕçĕпе çирĕплетнĕ. Канаш округĕнче çÿп-çапа сортировка тăвакан комплекс ĕçлеме тытăннă. Унта çÿп-çапа Канаш округĕнчен турттараççĕ, кĕçех Çĕрпÿ тата Красноармейски округĕсенчен те турттарма пуçлĕç. 2026 çул вĕçленнĕ тĕле çакăн пек комплекссем Патăрьел тата Муркаш округĕсенче те хута кайĕç. Çапла çулсерен коммуналлă хытă каяшсене 90 пин тонна таран сортировка тума май килĕ. 2029 çул тĕлне каяшсене 100 проценчĕпех сортировка тума тытăнса федераллă плана çулталăк маларах пурнăçлама пулать.

Çĕнĕ Шупашкарта тата Муркашра компост учас­токĕсем хута янипе 2030 çул тĕлне Чăваш Республикинче каяшсене чавса вырнаçтарасси 97,6 процент­ран 50 процент таран чакĕ.

«Пухăнса çитнĕ экологи сиенне пĕтерессипе тĕллевлĕ ĕçлесе Сĕнтĕрвăрри, Красноармейски, Комсомольски, Çĕрпÿ, Куславкка тата Йĕпреç оркугĕсенче йăлари коммуналлă каяшсен ултă полигонне рекультиваци тунă», — палăртнă ЧР çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов.

Экологи мониторингĕн тытăмне йĕркелеме пуçланă, çавна май тавралăх, çав шутра сывлăш, шыв-шур, тăпра мĕнле лару-тăрура пулнине сăнакан пĕрлехи тытăм йĕркеленĕ.

Вăрман хуçалăхĕнче кăтартусем лайăх. Çулталăк хушшинче 1230 гектар вăрман лартнă. Вăрмансене пушартан сыхлакан станцисен пурлăхпа техника базине çирĕплетнипе пĕлтĕр пысăк пушарсенчен сыхланма май килнĕ. Вăрмансене саккунсăр касасси 6,5 хут чакнă.

Чăваш Ен территорийĕнче тĕрлĕ чĕрчунсем пурăнаççĕ. Пăшисем тата хир качакисем йышланнă, çавăнпа хир качакине Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекинчен кăларнă.

Экологи туризмĕ аталанать. Çулçÿревçĕсем Вăрнар, Канаш тата Сĕнтĕр­вăрри лесничествисенчи эко-маршрутсене кăмăллаççĕ. Етĕрне округĕнче те эко-маршрут йĕркелеме планланă. 2030 çул тĕлне регионта тата 11 эко-маршрут уçасшăн.

Çĕр айĕнчен кăларакан усăллă япаласем тĕлĕш­пе патшалăх политики ăнăçлă пурнăçланать.

Вăрман промышленноçĕн комплексне аталантарасси тимлĕхре. Тĕп мероприятисене Чăваш Респуб­ликин вăрман комплексĕн аталанăвĕн 2035 çулчченхи Стратегине кĕртнĕ. Унта вăрман сферин аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне палăртнă. Тĕслĕхрен, Улатăр округĕнче йывăçпа туллин ĕçлекен производство хута ярасшăн.

Чăваш Енре пурăнакан кашни çын экологи акцисене тата çутĕç пуçарăвĕсене хутшăнать. Экологи культури пурнăç норми пулса пырать.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика