2026 çулхи январĕн 24-мĕшĕнче Шупашкар хулинче «Волга» стадион территорийĕнче тĕрлĕ ăмăртусем пулса иртрĕç: фитнес-аэробика енĕпе Чăваш Республикин Чемпионачĕ тата мала тухмалли ăмăртăвĕсем, фитнес-аэробика енĕпе Федераци Кубокĕ, фитнес-аэробика енĕпе «Поверь в себя! Ступенька за ступенькой!» ача-пăча спорчĕн фестивалĕ.
А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн воспитанникĕсем степ-аэробика енĕпе иртнĕ ăмăртусене хутшăнчĕç. Вĕсен кăтартăвĕсем савăнтараççĕ.
14-17 çулсенчисем хушшинче «Ритм сердца» /трио/ команда 1-мĕш вырăна тухрĕ. Командăра: Алиса Андреева, Василиса Желтухина, Екатерина Иванова.
7-9 çулсенчисем /пĕчĕк ушкăн/ хушшинче «Львиное сердце» команда 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Командăра: Стефания Григорьева, Александра Васильева, Ксения Левина, Тимофей Левин.
10-13 çулсенчисем /пĕчĕк ушкăн/ хушшинче «Девочки Урмарочки» команда 4-мĕш пулчĕ. Командăра: Сабина Батыршина, Анна Петрова, Серафима Сергеева, Ульяна Иванова.
«Степ-аэробика-дуэт» дисциплинăра 7-9 çулсенчисем хушшинче София Лукина тата Ксения Любимова 3-мĕш вырăна çĕнсе илчĕç. 10-13 çулсенчисем хушшинче вара Сабина Батыршина тата Серафима Сергеева 2-мĕш вырăна тухрĕç.
Ăмăртусем çÿллĕ шайра иртрĕç, спортсменсен тата куракансен асĕнче лайăххипе кăна юлчĕç. Пирĕн спортсменсене саламлатпăр, малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Надежда ДАВЫДОВА, фитнес-аэробика уйрăмĕн тренерĕ
