Çак кунсенче Шупашкар хулинче, «Экра» спорт комплексĕнче, 14-16 çулсенчи яшсемпе хĕрсем хушшинче самбо енĕпе Чăваш Республикин мала тухмалли ăмăртăвĕсем иртрĕç.
Мероприятине Чăваш Республикинчи спорт шкулĕсенче, клубĕсенче тата обществисенче ăсталăхне туптакан 130 ытла самбист хутшăнчĕ. Ăмăртусем вĕсенчен чи пултаруллисене тупса палăртма пулăшрĕç.
Çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçнĕ спортсменсем хушшинче Вăрмар округĕн представителĕсем те пулнине пĕлтерме кăмăллă. 59 килограмм таякан хĕрсем хушшинче Ксения Яковлева 1-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ. 54 килограмм таяканнисем хушшинче Карина Андреева 3-мĕш пулчĕ. Самбистсен тренерĕ — Лев Кузьмич Уливанов.
47 килограмм таякан хĕрсем хушшинче Анна Ерукова 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Унăн тренерĕ — Иван Николаевич Никитин.
Ăмăртусене хутшăнса самбистсем спортри опытне пысăклатма пултарчĕç, хăйсен çĕнтерĕвĕсемпе ашшĕ-амăшне тата тренерсене савăнтарчĕç.
Лев УЛИВАНОВ, Иван НИКИТИН, самбо уйрăмĕн тренерĕсем
