IMG 2727Иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче ĕçлĕ ушкăнпа Анаткас ялĕнчи клубра — маскировка сеткисем çыхакан активистсем патĕнче пултăмăр. Информаци ушкăнĕнчи яваплă çынсем вĕсене кун йĕркинчи тĕп темăсемпе паллаштарчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Паллах, калаçу маскировка сеткисем çыхас ĕç тавра та пычĕ.

Анаткасра маскировка сеткисем çыхас ĕçе 2025 çулта пуçăннă. Çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ çемйипе Мускав хулинче пурăнакан Александр Васильевич Ромашкин ял халăхĕпе калаçса татăлнă та ялти клубра пархатарлă ĕçе йĕр­келесе яма пулăшнă. Укçа-тенкĕ пуçтарас, кирлĕ хатĕрсемпе тата материалпа тивĕçтерес ĕçе хăй çине илнĕ вăл.

Клуб çурчĕ кивелнĕрен вăл унччен хупă тăнă пулнă, ăна хутса ăшăтман. Анчах кунта маскировка сеткисем çыхма тытăнас тĕллевпе ăна газпа хутса ăшăтмалла тунă. Ку тĕлĕшпе Чулкасри территори пайĕ, Вăрмар округĕн администрацийĕ, Вăрмарти газ участокĕ пулăшу кÿнĕ.

Ялти арçынсем Пысăк Енккассинчи пункта кайса маскировка сетки çыхмалли станок ăсталама вĕреннĕ, хĕрарăмсем Кивĕ Вăрмарти пунктра пулса максировка сеткисене мĕнле çыхмаллине ăса хывнă. Ноябрĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа вара Анаткасра та ыркăмăллăх ĕçĕ вĕреме тытăннă.

Кашни кунах тенĕ пек анаткассем туслă йышпа пухăнса сеткăсем çыхаççĕ. Вĕсен ĕçне Елена Юрьевна Мишина йĕр­ке­лесе пырать. Пурĕ 22 ытла çын хутшăнать ĕçлеме, çав шут­ра салтаксен амăшĕсем — иккĕн. Икĕ сменăпа вăй хураççĕ вĕсем, кунне пĕр сеткăран кая мар çыхаççĕ, хăш чухне иккĕ те çыхма ĕлкĕреççĕ. Кашни сеткине çыхма тытăниччен кĕлĕ вулаççĕ, кĕлĕ туса сăвапланă лентăна — 90-мĕш псалом çырса пичетленĕскерне — çыхса хураççĕ сетка çине. Хатĕр сеткăсене тĕркелесе хунă май хушшине ăшă алсиш-нуски, ытти япаласем чиксе хăвараççĕ. Паянхи кун тĕлне 73 маскировка сетки çыхнă анаткассем. Вĕсене салтаксем патне СВО волонтерĕсем урлă ăсатаççĕ. Палăртмалла, хальхи вăхăтра Анаткасран ятарлă çар операцине 9 салтак хутшăнать.

Сăмаха май, Анаткасра маскировка сеткисем çыхма укçи-тенкине çак ял çыннисем кăна мар, кĕлкешсемпе чулкассем те, ыттисем те пуçтарса пама тăрăшаççĕ. Пурте Çĕнтерĕве чунтан кĕтсе хăйсен тÿпине хывма, пирĕн Тă­ван çĕршыв хÿтĕлевçисене май килнĕ таран пулăшма ăнтăлаççĕ.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика