Арапуç шкулĕнче вĕренекенсем тата вĕрентекенсем Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн ватăсемпе сусăр çынсене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Арапуçĕнчи стационар уйрăмĕнче — ваттисен çуртĕнче — пурăнакансемпе яланах тĕл пулаççĕ. Ветерансене, ватă çынсене кашни уявпа саламлаççĕ, хавхалантараççĕ, юрăсем юрласа, сăвăсем каласа чун-чĕрине ăшăтаççĕ.
Тăван çĕршыв хутĕлевçин кунĕ умĕн те ваттисен çуртне çул тытрĕç ачасем. Кунта хăй вăхăтĕнче Тăван çĕршывăмăра хутĕленĕ арçынсем пурăнаççĕ вĕт — 23 çын. Ачасене вĕсем кашнинчех чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, тен, мăнукĕсем вырăнне хураççĕ. Кашни класс ачисем хăйсен юррисемпе, сăввисемпе савăнтарчĕç. Оля Теплова, Арсений Петров, Юлиана Николаева чăвашла сăвă каласа тыткăна илчĕç. И.М. Ефремова ертсе пыракан театр кружокне çÿрекенсем «Маша тата Упа» юмах лартрĕç. Евгения Петрова, Ангелина Федорова, Никита Захаров, Арина Молькова юрăсем шăрантарчĕç. Ачасем хăйсен аллисемпе ăсталанă парнесем парнелерĕç. Ватăсем те парăмра юлмарĕç, вĕсем кашни ача валли пылак парне хатĕрленĕ. Тĕлпулу ачасене те, ватăсене те питĕ килĕшрĕ, ăшă лару-тăрура иртрĕ.
Людмила ТИМОФЕЕВА, пуçламăш классен вĕрентекенĕ
