Пире тăрантарса ÿстернĕ аннене юратнă пек çĕршыва юратасси — пысăк тивĕç /М.Шолохов/
Хальхи тапхăрта тĕрлĕ професси пур: врач, учитель, çăлавçă, библиотекарь, юрист, адвокат, инженер, программист, машинист тата ыттисем те. Вĕсем пурте кирлĕ, вĕсенчен хăшне те пулин пысăкрах тесе калама çук. Анчах профессисем хушшинче çĕршыв хÿтĕлевçи пур. Тăван çĕршыва хÿтĕлесси вăл - таса тивĕç. Вуншар çул иртет, çынсем хăйсен çĕршывĕн никама пăхăнманлăхне хÿтĕлекенсен ячĕсене асра тытĕç, вĕсен паттăрла ĕçĕсем ĕмĕр-ĕмĕрех чунра пулĕç.
21-мĕш ĕмĕрте çĕршыва хÿтĕлекен профессине çамрăксем чылаййăн суйлаççĕ. Вĕсенчен пĕри - Пысăк Енккасси шкулĕнчен вĕренсе тухса çар çыннин профессине илнĕ Олег Васильевич Давыдов.
Олег Пысăк Енккасси ялĕнче Людмилăпа Василий Давыдовсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе явăçтарнă. Çуллахи каникулта Давыдовсен ачисем ахаль ларман, амăшне кил-çурт таврашĕнче пулăшнă. Вырма вăхăчĕ çитсен ачисем /Вова, Олег, Оля\ комбайнер пулăшуçи пулнă. Палăртса хăварам, çемье пуçĕ /Давыдов Василий\ «Хисеплĕ комбайнер» ята та тивĕçнĕ. Çемьере иккĕмĕш ывăл, мĕн пĕчĕкрен «çар çынни пулатăп» тесе палăртнă. Вĕсен килĕнче чукун çул çинче ĕçлекенĕн карттусĕ пулнă иккен, арçын ача ăна пĕр хывми тăхăнса çÿренĕ. Ачаранах тĕрлĕ техникăпа кăсăкланнă, ашшĕ çавна кура ывăлне «Юный техник» журнал çырăнса панă. 7-мĕш класа çитсен Олег хăйех почтăра «Военные вести» журнал çырăнса илме пуçланă. Ăна питĕ тĕплĕн вуласа пынă. Ача чухне Олег пĕвĕпе вăтам кĕлеткеллĕ пулнă, хул-çурăмĕ пит пиçĕ пулайман, тен, çакăнпа турник çинче туртăнма ăна йывăртарах пулнă. Анчах шкул ачи çак йывăрлăха парăнтарма шутланă, турник çине пиçиххи çыхса кашни кун туртăннă. Тăрăшни харама кайман, Олег çăмăллăнах турнике парăнтарнă. Вĕренес енĕпе те Олег Давыдов малтисен ретĕнче пулнă. Урока хатĕрленсе пыманни пулман та, мĕншĕн тесен ашшĕ ачасем урок тунине тĕрĕслесех тăнă. Шкулта вĕреннĕ çулсенче çăмăл атлетикăпа кăсăкланма пуçланă. Вĕсем çăмăл атлетикăпа район тата республика шайĕнче иртекен ăмăртусене хутшăннă. Олегпа пĕр класра вĕренекенсемшĕн çакă спортра палăрмалли пулăмсенчен пĕри пулса тăнă. Хăйĕн тăрăшулăхне пула сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп те пиçĕ пулнăран пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнă. Паллах, малтан вăл Хусанти, унтан Рязаньти çар училищине вĕренме каясшăн пулнă.
10-мĕш класс хыççăн Голицынри Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх службин пограничниксен институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1996-1998-мĕш çулсенче Инçет Хĕвелтухăçĕнчи «Мраморная» погран округĕнче 1-мĕш погранзаставăра воспитани енĕпе начальник заместителĕнче службăра тăнă. 2000-2001-мĕш çулсенче О.В. Давыдов 506-мĕш гварди мотострелковăй полкĕн 27-мĕш мотострелковăй дивизийĕн, разведка ротинче командир заместителĕ пулнă. Унтан ăна Çурçĕр Кавказри çар округĕн 71-мĕш гварди мотострелковăй полкĕн 42-мĕш гварди мотострелковăй дивизине янă. Олег Васильевич Давыдов икĕ çула яхăн Чечен Республикинче разведкăсене çÿренĕ. Иккĕмĕш Чечен вăрçи хыççăн Атăлçи-Урал çар округĕн Самар тăрăхĕнчи Кряж поселокĕнче психолог пулса ĕçленĕ. Çапла çул хыççăн çул иртнĕ. Олег Васильевич Давыдов 2019-мĕш çултан пĕр кун та тренировкăсене сиктермен. Кашни кун 16 кг таякан кире пуканне рюкзака чиксе вуншар километр чупнă. Мĕн хистенĕ-ши ăна? 2022-мĕш çулхи февраль уйăхĕнче ятарлă çар операцийĕ пуçланнă. Олег Васильевич Давыдов пĕр иккĕленмесĕрех хăйĕн пĕлĕвне шута илсе контракт çырма шутланă. Вăл разведчиксен ушкăнĕпе задание кайсан Харьков облаçĕнчи Борщевая ялĕ патĕнче пуçне хунă. Ăна «За отвагу» /вилнĕ хыççăн\ тата «За мужество» орденсемпе наградăланă. Юлташĕсем палăртнă тăрăх, О.В.Давыдовăн позывнойĕ «Уставка» пулнă /вĕсен йăхĕнче çар çыннисем пулнăран çак ята илнĕ\. Çар çынни пулма çăмăл мар. Служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне пурнăçпа сывлăхшăн яланах хăрушă пулăмсем сиксе тухма пултараççĕ. Çакна паянхи лару-тăру та çирĕплетсе парать. Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсем, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр çак утăма тăвакансем маншăн чăн-чăн паттăрсем теме пултаратăп.
Ирина ИВАНОВА,
Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ
