BUOEj7yeQ5UvreL dyYK6uWvnWtPmYmlZAX320YhVs140dzL6W0hjhuVf3YBsB2DSXjksaCkQME BZIvpE4BhRnrВ.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул Хусанти командирсем хатĕрлекен аслă танк училищи 107 çул тултарнине халалланă конкурса ăнăçлă хутшăнчĕ.

Пĕтĕмпе конкурса çĕршыври сакăр шкул хутшăнса хăйсем ха­тĕр­ленĕ видеороликсемпе паллаштарнă, вĕсенче çак пал­лă вĕренÿ заведенийĕн ис­торийĕ, йăли-йĕрки тата выпускникĕсем — Раççей Геройĕсем — çинчен каласа панă.

Мăнçырма шкулĕн видеороликĕнче Хусанти командирсем хатĕрлекен аслă танк училищине 107 çул тултарнă ятпа саламланă, Мăнçырма шкулĕн тата Хусанти танк училищин выпускникне, Раççей Геройне тата Приморье Геройне Сергей Юрьевич Ильина, унăн паттăр ĕçĕсене ырăпа аса илнĕ. Онлайн-сасăлавра çак видео­роликшĕн сасăлакансем нумай пулчĕç, çавăнпа Мăнçыр­ма шкулĕ куракансен симпатийĕн призне çĕнсе илме пултарчĕ, çĕнтерÿçĕ дипломне тата 3000 тенкĕлĕх сертификата тивĕçрĕ.

Шкул представителĕсене Хусанти танк училищин клу­бĕн­че иртнĕ чаплă мероприя­тинче — вĕренÿ заведенийĕ 107 çул тултарнине халалланă уяв концертĕнче — наградăларĕç. Мероприятие Мăнçыр­ма шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем, Раççей Геройĕн Сергей Ильинăн амăшĕ Елена Федоровна Ильина, ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн Вăрмарти уйрăмĕн начальникĕ — отставкăри подполковник Михаил Анатольевич Пуклаков хутшăнчĕç.

Çакăн пек пысăк конкурсра çĕнтерни Мăнçырма шкулĕшĕн, Вăрмар округĕшĕн тата регионшăн пĕлтерĕшлĕ пулăм. Видеороликшĕн сасăлакансе­не тата конкурс тăршшĕпех пирĕн шкула пулăшса пыракансене тав тăватпăр. Çак пулăм пин-пин çынна пĕр чăмăра пухса пирĕн Геройсене яланах асра тытнин, чыс тата паттăрлăх хаклăхĕсене ăруран ăрăва куçарса пынин пĕлтерĕшне уçса пачĕ.

Марина РОМАНОВА,

В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари вăтам шкул директорĕн заместителĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика