Иртнĕ кунсенче Чупай ялĕнче йĕлтĕрпе чупассипе республика шайĕнчи ăмăрту иртрĕ. Ăна Раççей спорт мастерне, «Хăюлăхшăн» орденăн кавалерне, Украинăри ятарлă çар операцийĕнче паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă Владимир Петрович Сергеев аслă лейтенанта асăнса йĕркеленĕ.
Кăçал республика шайĕнчи мероприятие вăрмарсем те, Чăваш Енĕн тĕрлĕ округĕсенчен те хутшăнчĕç.
Ăна торжествăлла майпа Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев уçнă май, çакна палăртса хăварчĕ: «Владимир Сергеев пирĕн тăрăхра çуралса ÿснĕскер, унăн тăван çĕршыв умĕнчи паттăрлăхĕ, хăюлăхĕ пирĕн чĕресенче ĕмĕр упранĕ, ячĕ ĕмĕр манăçми. Çамрăк ăрушăн вăл ырă тĕслĕх пулса тăрать», - терĕ Василий Викторович. Унтан вăл Владимир Сергеевăн ашшĕпе амăшне хăюллă та патвар ывăлшăн тав турĕ, чĕрĕ чечексем парнелерĕ.
Йĕлтĕр ăмăртăвне хутшăнакансене çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Единая Россия» партин «Ача-пăча спорчĕ» проекчĕн регионти координаторĕ Леонид Пронин ăнăçлă старт сунчĕ.
Владимир Сергеевăн юлташĕ, Филиппов А.С. майор, саппасри подполковник М.Пуклаков, Тихвински Турамăш турăшĕн Мăнçырма чиркĕвĕн настоятелĕ Л.Ермолаев протоиерей тата ытти официаллă представительсем те тухса калаçрĕç.«Защитники Отечества» фондăн Вăрмарти уйрăмĕн социаллă координаторĕ Татьяна Валериановна Шигильдеева, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн директорăн заместителĕ Валентина Михайловна Табакова хутшăнчĕç.
Унтан Владимир Сергеева асăнса шăплăх минучĕ пулчĕ. Пухăннисем шкул патне кайса паттăр ячĕпе уçнă асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Ăмăртăвăн тĕп судйи Александр Михайлович Ноздрин ăмăрту программипе паллаштарчĕ, йĕлтĕр ăмăртăвĕ пуçланни çинчен пĕлтерчĕ,
Чи малтанах старта 2016-2017 çулсенче çуралнă хĕрачасемпе арçын ачасем тухрĕç. Вĕсен 500 метрлă дистанцие парăнтармалла пулчĕ. Пурте маттур пулчĕç. Хĕрачасенчен малти вырăна А.Николаева /Шупашкар хули\, арçын ачасенчен Р.Кудряшов /Çĕрпÿ хули/ йышăнчĕç.
2014-2015 çулсенчисем 1 километрлă дистанцие парăнтарчĕç. Çав çулхи хĕрачасенчен пĕрремĕш – А.Блинова /Канаш хули\, арçын ачасенчен Д.Хакимов /Çĕрпÿ хули\ çĕнсе илчĕç. 2012-2013 çулсенчи хĕрачасенчен пĕрремĕш – С. Ефремова /Йĕпреç\, арçын ачасенчен пĕрремĕш – С.Семенов /Канаш хули\ пулчĕç.
2010-2011 çулсенчи хĕрачасенчен пĕрремĕш – М.Иванова /Çĕрпÿ хули\, арçын ачасенчен пĕрремĕш – А.Никитин /Энĕшпуç ялĕ\ тухрĕç.
2008-2009 çулсенчи хĕрсенчен пĕрремĕш – М.Федорова /Канаш хули\, яшсенчен пĕрремĕш – М.Васильев /Чупай ялĕ\ пулчĕç. 18-29 çулсенчи каччăсенчен пĕрремĕш – С.Бортников /Шупашкар хули\, хĕрсенчен - О.Никифорова /Тăвай районĕ\ пулчĕç. 30-39 çулсенчи арçынсенчен пĕрремĕш – С.Елаков /Чупай ялĕ\, хĕрарăмсенчен – С.Хакимова /Çĕрпÿ хули\ тивĕçрĕç. 40-49 çулсенчи хĕрарăмсенчен пĕрремĕш вырăна Т.Григорьева /Чупай ялĕ\ тивĕçрĕ. Арçынсенчен пĕрремĕш – Е.Ибрин /Шупашкар хули\ йышăнчĕ. 50-59 çулсенчи хĕрарăмсенчен З.Васильева /Шупашкар хули\ пĕрремĕш пулчĕ. Арçынсенчен пĕрремĕш вырăна В.Филиппов /Канаш хули\ тивĕçрĕ. 60-69 çулсенчи арçынсенчен пĕрремĕш вырăна В.Федоров /Кивĕ Вăрмар\, хĕрарăмсенчен Т.Иванова /Тутар Республикинчи Буинск районĕ\ тивĕçрĕç. 70 çултан аслăрах арçынсем хушшинче Р.Исаков /Шупашкар хули\, хĕрарăмсенчен малти вырăна Р.Алексеева /Шупашкар хули\ çĕнсе илчĕç.
Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, Владимир Сергеевăн ашшĕпе амăшĕ çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе, медальсемпе наградăларĕç, парнесемпе хавхалантарчĕç.
Зинаида ПАВЛОВА
