Чăнахах та кăçалхи хĕл питĕ пуян та тараватлă: кашни кунах тенĕ пек юр çăвать.
Ялсенче урамра е кил хуçалăхĕсенче уйрăмах тата нумайрах пек туйăнать. Кун пек çанталăк пирĕн пек ватă, вăйсăрланса юлнă çынсемшĕн чылаях пысăк йывăрлăх кăларса тăратать, кил картишĕнчи юра ниçта кайса хума çук, çитменнине валашкапа туртса кăларса пăрахма ĕлкĕрме те çук, çĕр каçа чылаях тултарса лартать те ирпе крыльца алăкне аран уçса тухатпăр. Паллах, ватă çынсен çамрăк ăрупа пĕрле пурăнсан çăмăлтарах пулнă пулĕччĕ, анчах та çамрăксем хуланаллах туртăнаççĕ-çке. Юрать-ха, волонтерсен юхăмĕ вăй илсе кайнă халĕ, çав тери пархатарлă çынсем вĕт-ха вĕсем, мĕн чухлĕ ырлăх кÿреççĕ вĕсем çынсене. Иртнĕ кунсенче кĕтмен çĕртен сасартăк килсе çитрĕç Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренекен шкул ачисем пире пулăшма. Шалт тĕлĕнсе кайрăмăр арăмпа. Асапланнине кура Турă пулăшрĕ пире. Тен, Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен центр специалисчĕсем аса илнĕ пирĕн çинчен, вĕсем ыйтнипе виçĕмçул Пысăк Енккассинчи шкул волонтерĕсем хăтарнăччĕ пире юр тыткăнĕнчен. Кăçал вара Галина Петровна Прохорова шкул ĕçченĕ 9 волонтера ертсе илсе килнĕ, питĕ хастар ĕçлерĕç, икĕ сехете яхăн ĕçленĕ вăхăтра темĕн чухлĕ юр кăларса тăкрĕç кил картишĕнчен, выльăх-чĕрлĕхе çÿремелĕх вырăн туса хăварчĕç. Галина Петровна та вĕсенчен кая юлмарĕ, ачасене тĕслĕх кăтартса, вĕрентсе хастар ĕçлерĕ. Ырă кăмăллă хастар волонтерсем çаксем пулчĕç: Егор Артемьев, Константин Григорьев, Анна Ерукова, Артем Ефремов, Елизавета Калягина, Максим Павлов, Арина Смирнова, Семен Федоров, Данил Храмов. Ачасем хăйсене хăйсем типтерлĕ тытма, тĕплĕн ĕçлеме пĕлнине кăтартрĕç. Пире — ватă çынсене пулăшу кÿнĕшĕн Пысăк Енккасси шкулĕн ĕçченĕсемпе вĕренекенĕсем пысăк тав сăмахĕсене тивĕç.
Джульетта тата Николай НИКИФОРОВСЕМ, ĕç ветеранĕсем
Урнар ялĕ
