Çак кунсенче Аслă Чак ялĕнче паллă мероприяти иртрĕ. Ял тăрăхĕнче 2025 çулта пурнăçланă ĕçсем пирки отчет тата çĕршывра иртекен Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕпе Чăваш Енре иртекен Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалласа художествăлла пултарулăх коллективĕн отчет-смотрĕ пулчĕç.
Куракансем хушшинче ял халăхĕ кăна мар, Вăрмар округĕн администрацийĕнчен килнĕ яваплă çынсем те, çавăн пекех ятарлă çар операцийĕн участникĕ Димитрий Николаевич Борисов та пулчĕç. Мероприяти «Россия-матушка» юрăпа пуçланчĕ. Аслă Чакри территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Елена Мельникова ял тăрăхне кĕрекен ялсенче 2025 çулта мĕнле ĕçсем туса ирттернипе паллаштарчĕ. Концерта малалла хăйсен ташшипе 7-8 çулсенчи ачасем — Яков Иванов, Илья Исаев, Даша тата Тоня Борисовăсем — тăсрĕç. Чăн-чăн ташă ăстисем пекех вăтанмарĕç, хумханмарĕç, музыка кĕввипе тахçанах туслине кăтартрĕç.
Юрă хыççăн ташă, ташă хыççăн — юрă. Акă чăваш ташшине ташлакан хĕрсем илемлĕ те çепĕç кĕвĕпе акăшсем пек васкамасăр çаврăнчĕç. Акă тата М.Левская, Т.Борисова, И.Ухина цыган ташшине çăмăллăн ташларĕç.
Амăшĕсемпе ачисем «Моя мама» композицине чуна тивмелле ташлани куракансене тыткăнларĕ. Тĕрлĕ наци тумне тăхăннă хĕрсен ушкăнĕ тата çамрăк каччă Артем Григорьев «Единая Россия» ташă ташлани те мухтава тивĕçлĕ.
Г.Матвеевăн «Тăвансен юрри», Е.Мельниковăн «Костры горят далекие», И.Ухинăпа Э.Ухинан «Тавах сана», «Анне, мана ан ятла», Е.Ивановăн «Приезжайте к нам в деревню» юрăсене куракансем пысăк хак пачĕç. Е.Иванова хăй çырнă «Паттăр салтак ячĕпе» сăвва вуланă хыççăн Аслă Чак ялĕнчи Е.А. Михайлов кĕçĕн сержанта, А.С. Сергеев ефрейтора, А.М. Иванов кĕçĕн лейтенанта, Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнчи Д.Л. Викторова, А.В. Александрова — ятарлă çар операцине хутшăнса пуçĕсене хунă паттăрсене — асăнса шăплăх минучĕ пулчĕ.
Февралĕн 17-мĕшĕнче çуралнă ялти хисеплĕ ĕç ветеранĕ, тивĕçлĕ канури учитель Л.Левская ячĕпе унăн хĕрĕ М.Левская «На теплоходе музыка играет» юрра юрласа пачĕ. Ятарлă çар операцийĕн участникĕ Димитрий Борисов вара Лилия Яковлевнăна чечек çыххи тухса пачĕ.
Чăннипех те пултараççĕ пирĕн ялти художествăлла пултарулăх ушкăнне çÿрекен Е.Иванова, М.Левская, Н.Владимирова, Е.Мельникова, И.Ухина, Э.Ухина, Т.Борисова, Л.Исаева, Л.Антонова, Г.Матвеева, Т.Иванова, Н.Ермолаева. Вĕсем хăйсен ушкăнĕпе хамăр ялта çеç мар, таврари ялсенче, районта иртекен мероприятисене те активлă хутшăнаççĕ. Пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче районта ирттернĕ «Икĕ çăлтăр» конкурсра та М.Левская тата Л.Антонова, вĕсене пулăшнă çамрăк пикесен ушкăнĕ малти вырăна çĕнсе илчĕç. Пултарулăх ушкăнĕн руководителĕ — ятарлă пĕлÿ илнĕ ăста Г.М. Васильев. Концерт пахалăхĕ ăна ертсе пынă В.Николаевăпа А.Андриянова пултарулăхĕнчен те нумай килчĕ.
Юлашкинчен Л.Левская ял тăрăхĕнче «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ пурнăçа мĕнле кĕрсе пынине каласа пачĕ, тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ. Ялта пурăнакан çамрăксем Ю.Н. Иванов, А.И. Владимиров, Е.В. Степанов, А.П. Яковлев, В.Н. Исаев ял хуçалăх территорине аталантарса пыраççĕ. Хăйсен хуçалăхĕсенче ĕнесен, вăкăрсен шутне çулсерен ÿстереççĕ, тыр-пул тухăçлă çитĕнтереççĕ.
Куракансем ура çине тăрса, ырлăх-сывлăх сунса тăвăллăн алă çупрĕç.
Лилия ЛЕВСКАЯ
Аслă Чак ялĕ
